Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эрешлĕ тимĕр хапха

09 августа 2014 г.

Ялта пурăнакансен пурнăç шайĕ кашни çулах ỹссе пырать. Çĕнĕрен шутласа кăларнă тĕрлĕ строительство материалĕсемпе ялта хăвăрт усă курма пуçларĕç. Капмар çуртсем çулсерен илемлĕрен те илемлĕ, çỹллĕрен те çỹллĕ хăпараççĕ. Картишĕнче тротуар плиткисем, урамра тимĕртен тунă картасем нумай ялсенче курма тỹр килет. Вĕсен çумĕнче хитре эрешленĕ хапхасем иртсе çỹрекенсене хăйсем патне илĕртеççĕ. Мĕн тĕрлĕ кăна хапхасем çук пулĕ?

   Çак илемлĕ тимĕр хапха тăвакан маçтăрсенчен пĕринпе сире паллаштарасшăн. Вăл - Йăлмахва ялĕнче пурăнакан Вячеслав Арсентьевич Албутов. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра Слава питĕ ỹкерме юратнă, вĕренỹре аван ĕлкĕрсе пынă. Унăн ăста ỹкернĕ ỹкерчĕкĕсемпе учительсемпе шкул ачисем чăннипех те мухтаннă. Шкул вĕренсе пĕтерсен каччă салтакра икĕ çул пулать, службăна йĕркеллĕ ирттерсе янă хыççăн Шупашкарта сварщике вĕренсе тухать, тĕрлĕ металсене шăратса çыпăçтаракан профессие алла илет. Нумай вырăнта ĕçлесе опыт пуçтарнă специалист паянхи кун çуралса ỹснĕ ялта пурăнать.

   Мĕнпе уйрăлса тăрать-ха вăл ытти сварщиксенчен? Чи малтанах, металсем çыпçăннă вырăнта унăн пĕр тикĕс йĕр кăна юлать, тирпейлĕ тата лайăх пахалăхпа çыпăçтарать. Хăйĕн ĕçне вăл питĕ кăмăлласа пурнăçлать. Паянхи кун Вячеслав Арсентьевич, 50 çултан иртнĕ арçын, тимĕр тĕрĕллĕ хапхасем тăвассипе таврара чапа тухнă. Хамăр ялта кăна мар, кỹршĕ ялсенче те пĕлеççĕ унăн ăста алăсем пулнине, час-часах чĕнеççĕ маçтăра.

   Хапха тăвасси - кăткăс та яваплă ĕç. Вячеслав Албутов хапха тунă чухне яланах çĕнни шутласа тупать, халиччен усă курман тĕрĕсемпе, çĕнĕ йышши материалсемпе пуянлатать хăйĕн ĕçне. Унăн ĕçĕсем ыттисенчен уйрăлса тăраççĕ. "Эпĕ яланах хитререх, ыттисенчен уйрăмрах тĕрĕсемпе эрешсем шутласа тупма тăрăшатăп", - терĕ калаçура Вячеслав Арсентьевич. Кашни чăваш ялĕнчех хăйне евĕр маçтăрсем ĕлĕкех пулнă, халĕ те пур. Вĕсен пултарулăхĕпе ялсем илемленсе, çĕнелсе пыраççĕ. Эпир çак илемлĕхе курса киленетпĕр. Вĕсемпе эпир чăннипех те мухтанатпăр, суйласа илнĕ ĕçĕнче пысăк çитĕнỹсем тума сунатпăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика