21 июня 2014 г.
Иртнĕ кунсенче саккун кăларакансем Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине паллă турĕç. Çĕнетнĕ Парламентăн историйĕ 1993 çулхи юпа уйăхĕнче Чăваш Республикин Аслă Канашĕн депутачĕсем Патшалăх влаçĕн аслă органĕн реформи пирки саккун йышăннинчен пуçланнă. Çав сессирех Патшалăх Канашĕн пĕрремĕш пухăвĕн суйлавне ирттерме те палăртнă. Юбилей ячĕпе парламентарисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин, ЧР Патшалăх Канашĕн 5 созывĕн депутачĕсем, Федераци Канашĕн членĕсем, федерацин Атăлçи округĕнчи саккун кăларакан органĕсен ертỹçисем саламланă.
Уяв наградăсемсĕр пулмастех ĕнтĕ. Чăваш Патшалăх Канашĕн ытти депутачĕсемпе пĕрлех пирĕн ентешсем те пысăк хисепе тивĕçнĕ. Саккун кăларас ĕçре чылай çул тỹрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет председательне Петр Краснова "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орденăн медалĕпе наградăланă. "Газпром газораспределение Чебоксары" АУО генеральнăй директорне Кияметдин Мифтахутдинова Россия Федерацийĕн Патшалăх Думин Хисеп грамотине парса чысланă.
Источник: "Каçал Ен"