21 июня 2014 г.
1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче фашистла Германи систермесĕр пирĕн çĕршыва тапăннă. Çак вăрçă 4 çула пынă. Совет Союзĕ ирсĕр тăшмана парăнтарса унăн тĕп йăвине çĕмĕрсе аркатнă. Нумай çын пурнăçĕ татăлнă унта. Паянхи кун та чылай паттăр салтакăн шăпи паллă мар. Ăçтарах канлĕх тупнă-ха вĕсем? Татса паман çак ыйтăвăн хуравне тупас тесе Йăлмахва ялĕнче пурăнакан хисеплĕ тавра куравçăпа тата халăх академикĕпе Павел Николаевич Зайцевпа тĕл пултăм.
- Çухалнă салтаксене шырасси мĕнрен пуçланчĕ? Çак ĕç Сире мĕншĕн кăсăклантарать?
- Манăн асатте, Тимофей Семенович Зайцев, хыпарсăр çухалнă салтаксен шутĕнче 54 çул пулнă. Кукаçие, Петр Матвеевич Артюшкина, илес пулсан та çавах. Вĕсен шăпи пĕрре те канăç памастчĕ. Тăванăмсене тупас тесех çак йывăр ĕçе пуçăнтăм. Тупрăм çывăх çыннăмсене. Унсăр пуçне çитĕнекен çамрăк ăрăва хăйсен аслашшĕсем çинчен тĕплĕнрех пĕлтерессĕм килет, вĕсен тăприсем çине кайса курччăр тетĕп. Паттăр салтаксен ячĕсем нихăçан та ан манăçчăр!
- Хыпарсăр çухалнă салтаксен шăписене тĕпчесси паянхи кун мĕнлерех пырать-ши?
- 3 çул тăрмашрăм çак ĕçпе. 1996 çулта кăларнă "Астăвăм" кĕнекепе усă куртăм. Çак вăхăтра Раççей Оборона министерствин архивĕнчи çĕнĕ 582 документпа паллашма тỹр килчĕ. - Сирĕн тăрăшулăхăра пула миçе салтака хыпарсăр çухалнисен шутĕнчен кăларма юрать ĕнтĕ апла?
- 181 салтакăн ĕмĕрлĕхех канлĕх тупнă вырăнĕсем тупăнчĕç. 101-шĕн вилнĕ кунĕсем паллăччĕ, анчах пытарнă вырăнĕсем ыйту паллипе. Каллех вĕсене пытарнă вырăнсене тупса палăртрăм.
- Сирĕн шырав ĕçĕсемпе тĕплĕнрех ăçтарах паллашма май пур-ши? - Районти "Çĕр тата çынсем" халăх музейĕнче манăн ĕçĕмсем упранаççĕ. Кăсăкланакансене пырса курма сĕнетĕп.
- Шыраса тупрăмăр тейĕпĕр. Ĕнтĕ тинех ĕç çакăнпа вĕçленчĕ тесен юрать-и е урăхларах ĕмĕт-тĕллевсем те пур сирĕн?
- Вĕсем чылай. Вăрçă вăхăтĕнче хăшĕсем хăйсене награда панине пĕлеймен те. Тăшман пульли пĕр шелсĕр çавапа çулнă пекех çынна пурнăçран уйăрнă. Хăшĕсен тата орден-медалĕсем çумĕнче пулнă, анчах вĕсем çинчен тăванĕсем паян кун та пĕлмеççĕ. Çавсене тупса палăртассăм килет. Чăн пысăк тĕллев вара - "Астăвăм" кĕнекене хам шыраса тупнă салтаксен ячĕсене кĕртесси, документсемпе çирĕплетсе хушса кăларасси.
- Анчах та кĕнеке кăларас ĕç укçа-тенкĕпе çыхăннă-çке?
- Çапла, мана ку ĕçе пурнăçлама шанчăклă юлташăмсем пулăшасса шанатăп.
- Тата тепĕр ыйту. Кам хавхалантарса пырать Сире çак ĕçре?
- Пĕрремĕшĕ - манăн юратнă мăшăрăм Людмила Федоровна. Вăл мана яланах пулăшма хатĕр. Тавах ăна ырă кăмăлĕшĕн, ăнланнишĕн. Унсăр пуçне хавхалантаракансен шутне ЧР академийĕн президенчĕ Юхма Мишшипе Кĕçĕн Каçал ялĕнче пурăнакан хисеплĕ тавра куравçа, халăх академикне Геннадий Воробьева кĕртессĕм килет.
- Тавах сире, Павел Николаевич, калаçушăн. Эсир пуçарнă ĕç пархатарлă, сăваплă. Ăнăçу сунатăп Сире.
Источник: "Каçал Ен"