21 июня 2014 г.
Çĕнтерỹ кунне куççульлĕ уяв тесе ахальтен каламаççĕ пулĕ. Эпир вăрçă хирĕнчен таврăнайман паттăрсен ячĕсене манмастпăр, ветерансен умĕнче пуç таятпăр. Çĕнтерỹçĕсен паттăрлăхĕ вилĕмсĕр, вĕсене асăнса нумай хулапа ялта палăксем лартнă. Çавăн пекех парксемпе аллейăсем, музейсемпе паттăрсен мухтав пỹлĕмĕсем туса хунă. Нумай урама вăрçă паттăрĕсен ячĕпе ĕмĕрлĕхех ят парса тухнă. Аслă вăрçа Тăван çĕршыва хỹтĕлеме ыттисемпе пĕрле чăваш халăхĕн хĕрĕсемпе ывăлĕсем те 208 пин çын хутшăннă. Вĕсенчен нумайăшĕ вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунă, таçта аякра тăванла масарсенче ĕмĕрлĕхех канлĕх тупнă.
Пирĕн районăн паттăр салтакĕсемпе офицерĕсене 2000 çынна яхăн правительство вăрçă вăхăтĕнче тивĕçлĕ наградăсем парса чыс тунă. Вĕсенчен пĕри вăл - Василий Герасимович Алякин. Вăл 1919 çулта Йăлмахва ялĕнче çуралнă. 20 çулхи каччăна Хĕрлĕ çара салтака илсе каяççĕ. Тăван яла час-часах хăй çинчен çыру çырса пĕлтерсех тăрать.
Икĕ çул службăра тăнă хыççăн хаяр вăрçă пуçланать. Тăван çĕршывăн Аслă вăр-çин пĕрремĕш кунĕсенчех пирĕн ентеш тăшмана хирĕç çапăçусенче хутшăнать, аманать. 1942 çулта июнь уйăхĕнче ăна ВКП (б) членĕн кандидатне илнĕ. 1943 çулхи апрель уйăхĕнче тепĕр хут та аманать, сипленнĕ хыççăн каллех фронта каять. Хаяр тăшмана танкпа хăваласа Берлин çывăхнех çитеççĕ. Вăл 44-мĕш танксен бригадинче гварди хĕç-пăшал командирĕ пулнă. 1945 çулхи май уйăхĕнче В.Г.Алякина Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ парса чысланă. Награда хутĕнче çакăн пек йĕркесем пур: "1945 çулхи апрель уйăхĕнче Берлин çывăхĕнчи Фридерсдорф, Гельсдорф, Янсфельге ялĕсемшĕн пынă çапăçусенче танк экипажĕ нимĕçсен "Тигр" танкне, 2 пушкине тата 40 нимĕç салтакĕпе офицерне тĕп тунă. Танк орудийĕ яланах юсавлă пулнă, вăрçă хирĕнче экипаж хăйне хăюллă тытнă". Тăшманăн тĕп йăвине аркатсан пирĕн ентеш çуралнă ялне таврăннă, çемье çавăрнă. Тăван колхозра тăрăшса ĕçленĕ. 1955 çулта сурансене пула вăл пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă.
Вăрçă паттăрĕсене хамăр чĕрере яланах упрар!
Источник: "Каçал Ен"