25 июня 2014 г.
Çуллахи вăхăтра ачасен канăвĕ усăллă та интереслĕ пултăр тесе районти кашни шкултах çуллахи лагерьсем йĕркеленĕ. Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче те июнĕн 2-мĕшĕнчен пуçласа сывлăха çирĕплетекен "Кĕрен парăс" лагерь ĕçленĕ. Унта тĕрлĕ ỹсĕмри 25 ача çỹренĕ. Вĕсем кашни кунах тĕрлĕ мероприятисене хутшăннă, вăйăсем выляса, юрласа-ташласа, викторинăсенче тупăшса вăхăта хаваслăн ирттернĕ. "Шỹт кунĕ", "Театр кунĕ", "Мульти-Пульти карнавал", "Бантиксемпе фантиксен кунĕ", "Хаваслă стартсем" ачасене уйрăмах килĕшнĕ, чылай савăнăçлă самант парнеленĕ.
Чи асра юлнă кун вара - Комсомольскинче экскурсире пулни. Чи малтанах лагерьте канакансем 31 №-лĕ пушар чаçне çитрĕç. Çамрăк хăнасене пушар машинин водителĕ Г.Н.Крылов кĕтсе илчĕ. Вăл ачасене пушар сỹнтермелли машинăсем, хатĕр-хĕтĕрсем, пушар сỹнтерекенсен тумтирĕ, сывлав органĕсене хỹтĕлемелли хатĕрсем çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Чи хăюллисем пушар сỹнтерекенсен тумтирне хăйсем çине те тăхăнса курчĕç. Пушар машинин сиренине хута ярсан ачасен куçĕсем савăнăçлăн çиçсе илчĕç: чылайăшĕн, тен, пушар сỹнтерекен пулас ĕмĕт те çуралчĕ. Ачасем пушар хуралĕнче ĕçлекенсене хăйсене интереслентерекен ыйтусене пачĕç, кашни хурава тимлĕн итлесе ăша хывма тăрăшрĕç. Малалла шкул ачисем вĕренỹ класĕнчи стендсемпе паллашрĕç, пушар сыхлавĕн темипе хатĕрленĕ макетсене курса çỹрерĕç. Надзор ĕçĕн уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан С.Н.Юманов вĕсене районти лару-тăру çинчен каласа пачĕ, пушар сиксе тухнин сăлтавĕсемпе паллаштарчĕ, шăрпăкпа вылямалла марри çинчен аса илтерчĕ. Ачасем пушар тухсан мĕн тумаллине те питĕ тимлĕн итлерĕç.
Ун хыççăн шкул ачисем районти ача-пăча библиотекине çитрĕç. Унта библиотекарьсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе, кĕнеке фончĕпе паллаштарчĕç, Комсомольски ялĕ çинчен хатĕрленĕ видеоролика кăтартрĕç, викторина ирттерчĕç. Ачасем кĕнеке-журналсене хаваспах тишкерчĕç. Унтан лагерьте канакансен çулĕ районти "Çĕр тата çынсем" музеялла выртрĕ. Ачасем тĕрлĕ залсенче пулчĕç, экспонатсемпе паллашрĕç. Кунта пĕлмелли питĕ нумай пулчĕ. Çак экскурсирен лагере çỹрекенсем питĕ хăпартланса таврăнчĕç, çул тăршшĕпе хăйсем курнине сỹтсе яврĕç, экскурси питĕ килĕшнине палăртрĕç.
Источник: "Каçал Ен"