Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Смотр-конкурса Кайнлăксем вĕçлерĕç

14 мая 2014 г.

Комсомольски районĕн 75 çулхи юбилейне тата Республика кунне халалланă смотр-конкурса майăн 8-мĕшĕнче Кайнлăк ял поселенийĕн художество пултарулăх коллективĕсем вĕçлерĕç. Ноябрь уйăхĕнчен пуçласа çак вăхăтчен вун икĕ тăрăхран килнĕ артистсем хăйсем пултаруллă, юрă-ташăра ăста пулнине çирĕплетесшĕн тăрăшрĕç. Ара, кашни ял поселенийĕн программинчен чи лайăх виçĕ номере Республика кунне валли суйласа илеççĕ-çке. Çитес вăхăтрах ятарлă жюри комиссийĕ конкурс пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарасса кĕтетпĕр.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев смотр-конкурс ăнăçлă, интереслĕ пулнине палăртрĕ, ялти артистсен пултарулăхне пысăк хак пачĕ. Çавăн пекех Михаил Романовичпа ЧР çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи уйрăмĕн начальникĕ Сергей Данилов залра ларакансене Çĕнтерỹ уявĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕç.

Концерт умĕн А.Г.Кузьмин пуçлăх ял тăрăхĕн кулленхи пурнăçĕ, паллă çыннисемпе событисем çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Программăна Виктор Кокшин ертсе пыракан хор "Тăван ял", "Ытарми тăван кĕтес" юрăсене пысăк хавхаланупа юрласа уçрĕ. Кайнлăксем концерта тĕплĕн, тăрăшса хатĕрленни тỹрех курăнчĕ. Çавăнпах ĕнтĕ куракансем те вĕсен кашни номерне хапăлласа йышăнчĕç. Уйрăм юрăçсем те залра пухăннисене хитре юрăсем шăрантарса савăнтарчĕç. Концертăн чи çамрăк участникĕ Ксения Данилова вара "Топни, ножка моя" юррипе пурне те тыткăнларĕ.

Хăш-пĕр юрăсенче фонограмма усă курнине шута илмесен, кăмăла каймалли концерт хатĕрленĕ вырăнти юрă ăстисем. Ташăсене те аван лартнă, чăваш кĕписемпе тухьясем тăхăннă чипер хĕрачасем тĕрлĕ хусканусем туса акăшсем пек тикĕс шурĕç. Альберт Кузьмин, Валерий Данилов тата Герман Крылов сцена çинче хăйсене артистсем пекех ирĕклĕ тытрĕç. Вĕсем салтак тумĕпе тухса вăрçă, çар, юрату çинчен юрланă юрăсем Çĕнтерỹ уявĕ умĕн питĕ вырăнлă пулчĕç. Куракансем те арçынсен ушкăнне питĕ ăшшăн йышăнчĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика