08 мая 2014 г.
Аслă Отечественнăй вăрçăра фашистла Германие çĕнтернĕ кун Раççейре тата Никама пăхăнман çĕршывсенче уявлакан чи паллă та хаклă уявсенчен пĕри пулса тăрать. Раççейре çак кун - Аслă çĕнтерỹ кунĕ, халăх, пурте юратакан тата хисеплекен илемлĕ уяв. Вăл яланлăхах пурин асĕнче юлĕ. Майăн 9-мĕшĕнче эпир Çĕнтерỹ кунне 69-мĕш хут уявлатпăр. Аслă вăрçăра пуçĕсене хунисене асăнса лартнă палăксем патне çеçкесем, чечек кăшăлĕсем хуратпăр. Вăрçă ветеранĕсене, тылра хастар ĕçленисене чыслатпăр, уяв концерчĕсем, шкулсенче паттăрлăх урокĕсем ирттеретпĕр. Уява хатĕрленсе Кайнлăк ял поселенийĕн администрацийĕ умĕнчи обелиск патĕнчи картана çĕнетнĕ. Çак ĕçре Андрей Аркадьевич Алякин, Александр Николаевич Чернов, Петр Валериевич Ефремов, Николай Васильевич Ефремов хастар пулнă.
Источник: "Каçал Ен"