Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çар тивĕçне чыслăн пурнăçлама сунчĕç

30 октября 2013 г.

Çар службинче тăман çамрăксем нихçан та хисепре пулман. Унтан каччăсем чăн-чăн ар çынсем пулса таврăннă, таврăнаççĕ те. Акă, октябрĕн 29-мĕшĕнче, кĕркуннехи призыв пуçланнă май, Чăваш Республикинчи çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи уйрăмĕн ĕçченĕсем 10 çамрăка (8-ăн — районтан, 2-шĕ — Елчĕк районĕнчен) хĕсмете савăнăçлă лару-тăрура ăсатрĕç.

Чи малтанах салтак атти тăхăнма хатĕрленекен ентешсене — Андрей Павловпа Сергей Шуряшкина (иккĕшĕ те Çĕнĕ Мăратсем), Дмитрий Краснова (Янкасси), Петр Рипанова (Асанкасси), Азат Тимаевпа Илнар Юмакова (Урмаелсем), Дамир Гимаева (Чĕчкен) тата Евгений Чернова (Йăлмахва) ăнăçу сунса район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев сăмах каларĕ. «Чăваш ятне яланах çÿлте тытăр. Çĕр-шыв умĕнче тивĕçсене çÿлти шайра пурнăçласа тĕрĕс-тĕкел таврăнма сунатăп», — терĕ Михаил Романович.

Ун хыççăн каччăсене çула ăсатса ЧР çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи уйрăмĕн начальникĕ, саппасри подполковник Сергей Данилов сăмах каларĕ. «Чунăрпа яланах таса пулăр. Эсир маттур пулнине пирĕн пата килекен Тав хучĕсем кăна çирĕплетчĕр. Аçăр-аннĕрсен ятне ан ярăр!» — сунчĕ Сергей Юрьевич.

Сăмах май, кăçалхи июлĕн 2-мĕшĕнчи 170-мĕш №-лĕ федераллă саккунпа килĕшÿллĕн хĕсметрен тарса çÿрекенсен çар билечĕ çине паллă тăваççĕ. Ун пек документпа вара патшалăх службин тĕрлĕ органĕсене ĕçлеме вырнаçма май пулмĕ. Саккун çитес çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрĕ.

... Арçын ачан салтак пулма мĕн пĕчĕкренех хăнăхмалла, сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пырса ÿт-пĕвне пиçĕхтермелле, тÿсĕмлĕхпе чăтăмлăха мала хума вĕренмелле. Çар тивĕçне чыслăн пурнăçлакансем ытларах пулччăр, çавăн чухне çеç эпир шанчăклăн пурăнма пултаратпăр.

М.ИЛЛАРИОНОВА

Комсомольский район Чувашской Республики

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика