Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кун-çулĕ çăмăл килмен

10 августа 2013 г.

Çуллахи ăшă, хĕвеллĕ кунсенче 85 çула çитнĕ Марье аппана час-часах урамра курма пулать. Килтисем пĕр-пĕр ĕçе пурнăçланă вăхăтра вăл мăнукĕн хĕрне ас тăвать. Ваттипе вĕтти пĕр-пĕринпе питĕ килĕштереççĕ, кунĕпе вăхăта пĕрле ирттерме хатĕр. Пĕчĕкскер хаваслăн вылянине пăхса ларса кинемей хутран-ситрен шухăша путать, хăйĕн ачалăхне, çамрăклăхне куçĕ умне кăларса тăратать. «Мăнуксен эпир курнине курмалла ан пултăр», — тет вăл час-часах.

Мария Данилова 1928 çулта Хирти Мăнтăр ялĕнче кун çути курнă. Амăшĕ колхозра тĕрлĕ ĕçсем тунă, ашшĕ лаша пăхнă. 6 ачана пурнăç парнеленĕ вĕсем, анчах вĕсенчен 2-шĕ çеç ÿссе çитĕннĕ. Ыттисем тĕрлĕ чире пула пĕчĕклех пурнăçран уйрăлнă. «Хаяр вăрçă пире çурма тăлăха тăратса хăварчĕ. 1941 çулхи августра аттене вăрçа илсе кайрĕç. Унтан вăл пĕртен-пĕр çыру çырса ячĕ. Вăхăт нумай та иртмерĕ, хыпарсăр çухални çинчен калакан хут килчĕ. Чылай çултан çеç Йăлмахвари Павел Зайцев атте ăçта çапăçнине, хăш тăрăхра пуçне хунине тупса пачĕ», — аса илет кинемей шывланнă куçĕсене шăлса.

Вăрçă вăхăтĕнче шкул ачисене те йывăр килнĕ. Колхоза çум çумлама, пахча çимĕç пуçтарма та тухмалла, килти пахчара та тăрмашмалла, вĕренÿре те кая юлмалла мар. 1944 çулта Марье ялти 7 класлă шкула пĕтернĕ те пĕлĕвне анлăлатма Çĕнĕ Кипеçри вăтам шкула вĕренме кĕнĕ. «Тăвансем те пурччĕ Çĕнĕ Кипеçре, питĕ вĕренес килетчĕ. Анчах та анне йывăр чирлени ĕмĕте çапса хуçрĕ. Унти шкулта нумай ăс пухса ĕлкĕреймерĕм, каялла килме тиврĕ, фермăна ĕçе вырнаçрăм», — каласа парать Марье аппа.

5 çул çурă колхозăн сысна ферминче вăй хунă çамрăк хĕр. Унта тăрăшакансем валли кунĕпех ĕç тупнса тăнă: тислĕкне тасатмалла, выльăха апатлантарма пысăк хурансемпе çĕр улми пĕçермелле, витри-витрипе шыв йăтмалла, вутă кÿрсе килсе сÿнсе ларасран пăхса тăмалла, сыснасене çăвăрлаттармалла пулнă... Вăл çулсенче фермăра ĕç кĕрлесе çеç тăнă. Çав хушăрах хирти ĕçсене те ĕлкĕрме тивнĕ. Алăпа тырă вырма тухнисем, тăпачăпа çапнисем халĕ те Марье аппан асĕнче. «Михĕсем тем пысăкăшчĕ, йывăрччĕ. Çавсене хамăрах йăтнă, мĕнле чăткаланă тулĕк; Паян çамрăксене каласа парсан та ĕненмĕç. Халĕ тыр-пула комбайнпа выраççĕ пулсан та ĕлкĕреймеççĕ. Эпир вара алă вĕççĕн ĕçлесе те йăлтах пуçтарса кĕртнĕ, юр айне хăварман», — пĕлтерет кинемей.

Марье аппа чăх ферминче, унтан ĕне ферминче те вăй хунă, çăвĕпе колхозри пайсене тума çÿренĕ. Мĕнле ĕç тума хушнă — итленĕ, турткаланса тăман, яланах малтисен ретĕнче пулнă, хушнине тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та пĕр хушă ĕçе çÿренĕ.

Халĕ вăл Валерий ывăлĕн çемйипе пурăнать, пултарнă таран кил-тĕрĕшре пулăшать, пахчара тăрмашать. «Çамрăксене манăн çапла калас килет: ĕçрен нихăçан та хăраса ан тăрăр. Çанă тавăрса ĕçлекен çыннăн мĕн кирли веçех пулать. Эрех-сăрапа вара туслашмалла мар. Унсăрăн пурри те çука çаврăнĕ. Пурне те ман пекех нумай çул пурăнма сунатăп», — терĕ Марье аппа калаçăва вĕçлесе.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика