26 июня 2013 г.
1942 çул... Аслă Отечественнăй вăрçăн иккĕмĕш çулĕ пырать. Йăлмахва ялĕнчи нумай ар çын çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче тăшманпа çапăçать. Вĕсем хушшинче вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунисем те, хыпарсăр çухалнисен шутне кĕнисем те пур.
1942 çулта яла 18 тултарнă çамрăксене вăрçă хирне яма повесткăсем çитеççĕ. Çак çамрăксен йышĕнче Петр Дмитриевич Смирнов та пулать. Июньте ăна районти çар комиссариачĕ урлă вăрçа илсе каяççĕ. Малтанах çамрăк каччăсене командирсем пулма хатĕрлеççĕ.
Смирнов лейтенант 1943 çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче пĕрремĕш хут çапăçăва кĕрет, декабрĕн 10-мĕшĕнче аманать. Ун хыççăн пĕр вăхăт суранĕсене сиплет.
Гвардин аслă лейтенантне Петр Смирнова 1944 çулхи март уйăхĕнче ВКП(б) членне йышăнаççĕ. Вăл вăхăтра парти ретне питĕ хăюллă салтаксемпе офицерсене çеç илнĕ.
Малалла П.Смирнов Пинскри Хĕрлĕ Çăлтăрлă гварди 12-мĕш стрелоксен дивизийĕнче, Брестри гварди 32-мĕш стрелоксен полкĕнче рота командирĕ пулса нумай хутчен тăшманпа çапăçăва кĕрет. Июлĕн 28-мĕшĕнче Брест хулине ирĕке кăларнă çĕрте те пулать вăл.
1944 çулта стрелоксен дивизине кĕтмен çĕртен 3-мĕш Прибалтика фронтне куçараççĕ. Октябрĕн 6-мĕшĕнче Рига хулине ирĕке кăларассишĕн питĕ хаяр çапăçусем пуçланаççĕ. 20 çулхи чăваш каччи Петр Смирнов ертсе пыракан ротăри салтаксем тĕлĕнмелле паттăрлăх кăтартаççĕ. Хăйсен пурнăçĕсене шеллемесĕр нимĕçсен оборонине татса кĕреççĕ, малалла тапăнса пыраççĕ. Анчах та çак тан мар çапăçура октябрĕн 7-мĕшĕнче Криевупе хуторĕ çывăхĕнче пирĕн ентеш ĕмĕрлĕхех куçне хупать... 1944 çулхи ноябрĕн 10-мĕшĕнче тухнă приказпа килĕшÿллĕн, Рига хули патĕнчи çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн П.Смирнова I степеньлĕ Аслă Отечественнăй вăрçă орденне памалла тунă.
... Вăрçă вĕçленнĕренпе нумай çул иртнĕ хыççăн пĕр кунхине геройăн амăшне Пелагея Васильевна Смирновăна Комсомольскинчи çар комиссариатне чĕнеççĕ. Ывăлĕ илсе ĕлкĕреймен ордена амăшне парса чыслаççĕ. Сăмах май, çак хаяр вăрçă салтак амăшĕнчен тепĕр ывăлне те туртса илнĕ. Вăл Курск пĕкки патĕнчи çапăçусенче хыпарсăр çухалнă.
П.ЗАЙЦЕВ.
Источник: "Каçал Ен"