Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурхи ĕçсене вĕçлесе, пуçтарăнчĕ çĕр ĕçченĕ вăйă картине

19 июня 2013 г.

Июнĕн 15-мĕшĕнче çурхи ака-суха ĕçĕсем вĕçленнине халалласа район центрĕнче ĕçпе юрă тата спорт уявĕ — Акатуй иртрĕ. Ăна 62-мĕш хут йĕркелерĕç. Йăлана кĕнĕ уява халăх йышлăн пуçтарăнчĕ. Район çыннисене çур акине ăнăçлă вĕçленĕ ятпа саламлама тĕп хуламăртан та хăнасем килсе çитрĕç. Вĕсен йышĕнче ЧР юстици министрĕ Надежда Прокопьева, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Кияметдин Мифтахутдинов, «Кĕтне» ентешлĕхĕн ертÿçи Александр Капитонов, чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай тата ыттисем те пулчĕç. Çавăн пекех кÿршĕллĕ Патăрьел, Елчĕк районĕсен пуçлăхĕсем те Акатуя килсе çитрĕç.

Чи малтанах ĕçре малта пыракансем уявăн ялавне хăпартрĕç. Кăçал çак чыса «Асаново» ЯХПК дояркипе Наталья Беловăпа «Труд» ЯХПК механизаторĕ Минрешит Тимергалеев тивĕçрĕç. Районăн пĕрлештернĕ хорĕ республика гимнне шăрантарни уява мăнаçлăх кĕртрĕ, пурне те хавхалану кÿчĕ.

Малалла Комсомольски район пуçлăхĕ, районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ Евгений Карпеев сăмах илчĕ. Вăл пуçтарăннисене уяв ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев çур аки мĕнле иртнипе паллаштарчĕ. Районти хуçалăхсем кăçал пурĕ 12489 гектар çинче çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акнă, 1681 гектар çинче çĕр улми лартнă. Паянхи кун та хирте ĕçсем пыраççĕ. Хуçалăхсем акнă-лартнă культурăсене çум курăксенчен, сиенçĕсенчен им-çамлас енĕпе ĕçлеççĕ, пикенсех утă, сенаж хатĕрлеççĕ. Çывăх вăхăтрах нумай çул ÿсекен курăксене пĕрремĕш хут çулассине вĕçлĕç. Михаил Романович ял хуçалăхĕнче тăрăшакансене малашне те çитĕнÿсем тума, ăнăçлăн ĕçлеме сунчĕ.

Акатуя килнĕ хăнасем те чылай ăшă сăмах каларĕç, ĕçре хастаррисене канура та малтисен ретĕнче пулма, уява асра юлмалла ирттерме сунчĕç.

Ĕçпе юрă тата спорт уявĕ, паллах, уйрăмах пысăк çитĕнÿсем тăвакансене чысламасăр иртмест. Районăн аталанăвĕшĕн чылай ĕç тунăшăн, унăн историйĕнче тарăн йĕр хăварнăшăн Кияметдин Мифтахутдинова «Комсомольски районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ята парса чысларĕç. Тĕрлĕ çĕрте тăрăшса лайăх кăтартусемпе палăрнă ĕçченсене Хисеп грамотисем, Дипломсем, хаклă парнесем парса савăнтарчĕç. Çавăн пекех тин ĕç пуçласа яракан фермерсем, уйрăм предпринимательсем ятарлă грантсене тивĕçни çинчен калакан сертификатсене алла илме пултарчĕç.

Малалла тĕп сцена çинче савăнăçлă концерт пуçланчĕ. Кашни ял тăрăхĕ уяв валли ятарласа номерсем хатĕрленĕ. Чăваш, вырăс, тутар халăх тумĕсене тăхăннă пултарулăх ушкăнĕсем пĕрин хыççăн тепри сцена çине тухса çепĕç юрăсем шăрантарчĕç, ташшисемпе куракансен чун-чĕрисене хăпартлантарчĕç. Концерт пирĕн районта виçĕ халăх çыннисем туслăн, килĕштерсе, пĕр çемьери пек пурăннине тепĕр хут çирĕплетрĕ.

Уяври çынсем «Алă ăстисен хулине» те çитсе курчĕç. Районти «Çĕр тата çынсем» музей ĕçченĕ Инна Ядрова хăнасене алă ăстисемпе, вĕсен ĕçĕсемпе тата тĕрлĕ экспонатсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. «Алă ăстисен хулине» районта чăннипех те маттур, пултаруллă çынсем хутшăннă. Хăйсен кăмăлне каякан ĕçпе аппаланакансем, ăсталăха ÿстерсе пыракансем уяв валли çĕр-çĕр япала хатĕрленĕ. «Кунта чи илемлисене çеç илсе килнĕ, пуринпе паллаштарса та пĕтереймен, чылайăшне парнеленĕ те», — сăмахларĕç маçтăрсем. Тăмран, гипсран тĕрлĕ япала хатĕрлекенсен, хитре, куçа илĕртекен эрешсем тĕрлекенсен, чăваш кĕпи çĕлекенсен, вĕтĕ-вĕтĕ шăрçасенчен хушпу, тухья ăсталакансен, çыхакансен, тăварлă чустаран сувенирсем тăвакансен ĕçĕсене курса киленме май пулчĕ.

Акă Тукай ялĕнче пурăнакан Валентина Николаевна Медведева пенсионеркăпа унăн хĕрĕ Алина Григорьевна Афанасьева тĕррисене ытараймасăр уяври çынсем нумайччен пăхса тăчĕç. Амăшĕпе хĕрĕ çак ăсталăха кукамăшĕнчен Анна Макаровна Игнатьевăран хăнăхнă, вĕреннĕ. Халĕ те унпа канашламасăр пĕр ĕçе те пуçăнмаççĕ иккен. Валентина Николаевна тĕрлет çеç мар, çыхать, чăваш кĕписем çĕлет. Çынсене вун-вун кĕпе çĕлесе парса савăнтарнă. Шăпах уяв кунĕ чылай артист вăл çĕленĕ кĕпепе сцена çине тухрĕ.

Районти икусство шкулĕнче вĕренекен ачасем те «Алă ăстисен хулинче» хăйсен тĕррисене, ăсталанă теттисене кăтартрĕç. «Хулара» Луиза Николаевна Носкова (Йÿç Шăхаль), Гульнара Джаудатовна Зарипова, Рушания Галимзяновна Зинатуллина (Тукай Мишер), Игорь Анатольевич Данилов (Асанкасси), Мария Ивановна Петрова (Анат Тимĕрчкасси), Ольга Федоровна Ершова (Шурут Нурăс), Галина Николаевна Журавлева (Тĕвенеш), Надежда Николаевна Тихонова (Дубовка) тата ыттисен куçа илĕртекен ĕçĕсемпе уява пухăннисен курса киленме май пулчĕ. Сăмахран, Людмила Степановна Козлова (Йÿç Шăхаль) тунă тухьясем тата хушпусем çав тери илемлĕ те тăпăлкка пулнине куракансем пытармарĕç. Ентешсен В.Х.Камалетдиновпа В.С.Васильев ÿнерçĕсен «Вернисаж» картинисен куравне те хăнасем пысăк хак пачĕç. Тĕрлĕ ĕçсемпе паллашнă май пирĕн тăрăх ăстаçăсенчен чăннипех пуян иккенни паллă пулчĕ. Кашнин ĕçĕ хăйне евĕр илемлĕ, капăр. Çакна Шупашкартан, ытти районсенчен килнĕ хăнасем те çирĕплетрĕç.

Уява пухăннисем, сумлă хăнасем ял тăрăхĕсем йĕркеленĕ хăна çурчĕсемпе паллашрĕç. Кашниех çуртсене хăйне евĕр ăсталанă. Кунта чăваш, тутар, вырăс халăхĕсен йăли-йĕркипе, кил-çуртра усă куракан япаласемпе, ĕлĕкхи савăт-сапапа туллин паллашма май пулчĕ. Унпа пĕрлех хăнасене халăх апат-çимĕçĕпе: тутлă шÿрпепе, пулă яшкипе, какайпа сăйларĕç. Пур ял тăрăхĕ те ĕçе çиелтен, ячĕшĕн пурнăçламанни куç кĕрет. «Кашниех ĕçе тĕплĕн пурнăçланă, маттур», — палăртрĕç комисси членĕсем. Апла пулин те Шурут тата Кайнлăк ял тăрăхĕсен хăна çурчĕсем чи лайăххисем тесе йышăннă.

Уяв программин тепĕр анлă концерчĕ районта тĕп библиотека умĕнче иртрĕ. Ăна О.Буслаевăпа О.Карсакова ертсе пычĕç. Ача садне çÿрекенсем, шкулта пĕлÿ пухакансем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Нумай-нумай юрă шăрантарчĕç, ташларĕç, сăвăсем каларĕç. Вĕсенчен чылайăшĕ çак кун пуçласа сцена çине тухрĕ. Куракансем ачасене хавхалантарма манмарĕç, тăвăллăн алă çупрĕç. О.Буслаева пухăннисене юрăпа савăнтарчĕ. Уйрăмах «Пучах», «Пилеш» ача сачĕсене çÿрекенсем пултаруллă пулнине палăртса хăварас килет. Уява хутшăннă ачасене парнесемпе хавхалантарчĕç.

Спорта юратакансем физкультурăпа спорт комплексне йышлăн пухăнчĕç. Чи малтанах район çыннисемпе хăнасем халăх вăййисенче хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Икĕ тонна ытла таякан «ГАЗель» маркăллă автомашинăна вырăнтан куçаракан, паллах, пăхаттир ятне тивĕç. Вăл — В.Нямуков (Кĕтне Пасар). Иккĕмĕш — районти шалти ĕçсен пайĕнче тимлекен Александр Албутов. Виççĕмĕш вырăнта — Владимир Калашников (районти суд приставĕсен уйрăмĕ). Вăййа Вениамин Белков судья тивĕçлĕ шайра ирттерчĕ.

Йывăçран тунă «ходулькисемпе» те ăмăртрĕç. Çак вăйăра Асанкасси каччи Алексей Школьников малти вырăна тухрĕ. Геннадий Васильев — иккĕмĕш, Анатолий Филиппов — виççĕмĕш (иккĕшĕ те ФСК ĕçченĕсем).

Ĕçпе юрă тата спорт уявĕ спорт ăмăртăвĕсемпе те пуян пулчĕ. ФСК стадионĕн хоккей площадкинчи кавир çинче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем (судьясем — Геннадий Петухов, Елена Степанова) вăй виçрĕç. Хĕрÿ тупăшура 54 килограмлисем хушшинче Станислав Григорьев (Аслă Чурачăк) пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Дмитрий Яндровпа Геннадий Школьников (иккĕшĕ те Асанкассисем) — иккĕмĕшпе виççĕмĕш.

58 килограмлă кĕрешÿçĕсенчен пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене Юрий Степановпа (Анат Тимĕрчкасси) Роман Федотов (Хирти Мăнтăр) йышăнчĕç.

63 килограмлисенчен пĕрремĕш вырăна Константин Алексеев (Нĕркеç) çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш — Александр Волков (Нĕркеç), виççĕмĕш вырăна Асанкасси каччи Алексей Школьников тухрĕ.

Малалла кавир çинче 60 килограмлă спортсменсем вăйĕсене виçрĕç. Константин Данилов (Асанкасси) — пĕрремĕш, Юрий Степановпа (Анат Тимĕрчкасси) Рамис Хамидуллин (Комсомольски) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

66 килограмлисенчен пĕр-ремĕш вырăна Степан Данилов (Анат Тимĕрчкасси), иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Михаил Ивановпа (Асанкасси) Марат Шарафутдинов (Урмаел ) çĕнсе илчĕç.

74 килограмлисенчен чи ăстисем Асанкасси каччисем — Владислав Ивановпа Игорь Данилов — пулчĕç. Владислав Иванов абсолютлă чемпион ятне çĕнсе илсе уявăн тĕп парнине — такана тивĕçрĕ.

Çак вăхăтрах куракансем чупса ăмăртакансем патне те йышлăн пуçтарăнчĕç. Ăмăртăва Валерий Плешковпа Алексей Волков судьясем йĕркелерĕç. 100 метрлă дистанцире арçын ачасенчен Михаил Иванова, Никита Козлова (иккĕшĕ те Асанкассисем) тата Ильхам Айнетдинова (Чĕчкен) çитекенни пулмарĕ. Хĕр ачасенчен финиша Фериде Миначева чи малтан чупса çитрĕ. Мальвина Карсунова (Асанкасси) — иккĕмĕш, Эльмира Мирзетзянова (Аслă Чурачăк) виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

800 метра чупакансенчен Анисия Тарасовăна, Эльмира Мирзетзяновăна (иккĕшĕ те Аслă Чурачăксем) тата Асанкассинчи Анна Степановăна çитекенни пулмарĕ. Арçын ачасем 1000 метра чупса ăсталăхне кăтартрĕç. Асăннă дистанцире Андрей Логинов (Çĕнĕ Мăрат) пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — Ильхам Айнетдиновпа (Чĕчкен) Александр Махминов (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ).

Алă вăйĕ виçекенсен (ăмăртăва йĕркелекенĕ — Владимир Калашников) йышĕ те сахал пулмарĕ. 75 кг çитичченхи виçере Алмаз Мифтахутдинов чи вăйли пулни палăрчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Евгений Федоровпа Рустем Ильясов йышăнчĕç. 75 килограмм ытларах виçеллисенчен вара Артем Владимиров — пĕрремĕш, Эдуард Кокшинпа Владимир Калашников иккĕмĕшпе виç-çĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç.

Уявра кире пуканĕ йăтса Владимир Калашников чи ăсти пулчĕ, пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Дмитрий Кабалин (Хырай Ĕнел) — иккĕмĕш вырăнта, Андрей Логинов — виççĕмĕш.

Мини-футболла выляса (судйисем Валерий Николаевпа Евгений Тихонов) «Кĕтне» ФСК команди пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Иккĕмĕшсем — Урмаел ял тăрăхĕнчен килнĕ спортсменсем. Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн команди — виççĕмĕш вырăнта.

ФСК бассейнĕнче шывра ишекенсем ăмăртрĕç. Хĕр ачасенчен Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекен Гелия Тазетдиновăпа Диана Абинова пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Виççĕмĕш вырăна вара «Кĕтне» ФСК ĕçченĕ Марина Задонова тухрĕ. Ар çынсенчен 25 метра ишсе Алексей Петров (Нĕркеç) чи ăсти пулчĕ. Евгений Тихонов («Кĕтне» ФСК) — иккĕмĕш, Нежеметдин Сахров (Урмаел) — виççĕмĕш.

Çавăн пекех стадионта çак кун пляжри волейбол турнирĕ те иртрĕ. Хĕрсенчен Мария Алякинапа Анна Васильева пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Иккĕмĕш вырăнта — Маринăпа Юлия Задоновăсем. Ар çынсенчен Ришат Ибрагимовпа Олег Маркеев пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕшсем — Сергей Волковпа Джамил Утакимов, виççĕмĕшсем — Тимур Филипповпа Виктор Петров.

Çĕнтерÿçĕсене хаклă парнесемпе тата Хисеп грамотисемпе наградăларĕç. Судьясем тĕрлĕ ăмăрту ирттерме спонсорла пулăшу панăшăн уйрăм çынсене, организаци-предприятисене тав турĕç.

Уяв кунхине çанталăкĕ шăрăх тăчĕ пулсан та, халăх чылай пухăнчĕ. Акă, ФСК стадионĕнче спортсменсем валли пĕр суту-илÿ точки те пулманни йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ. Ăмăртса ĕшеннĕ хыççăн ĕçмелли-çимелли илме райцентрах çитмелле пулчĕ-çке-ха.

Малашне йĕркелекенсем çакна шута илессе шанатпăр.

 

Н.КАЛАШНИКОВА,

А.ЕФРЕМОВА,

М.ИЛЛАРИОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика