Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕçнĕ наградăна илсе ĕлкĕреймен

08 мая 2013 г.

Хаяр тăшманпа çапăçăва кĕме хăюлăх, кăмăл çирĕплĕхĕ кирлĕ. Пуç çийĕн шăхăрса иртекен пульăсем айĕн нимрен хăрамасăр малалла ыткăнма, вилĕм умĕнче пуçа усмасăр çапăçура паттăрлăх кăтартма кашниех пултараймасть. Ахальтен мар ĕнтĕ вăрçăра уйрăмах палăрнисене орден-медальсемпе чыслаççĕ. Анчах пурте хăйсене тивĕçнĕ наградăсене илсе кураймаççĕ çав, хăш-пĕр чухне орден-медальпе чыслани çинчен калакан приказсем кая юлса тухаççĕ.

Акă Кайнлăк ялĕнчен Аслă Отечественнăй вăрçа тухса кайнă Зинетзян Гадельянович Шарафутдиновăн шăпи те çаплах килсе тухнă. Манăн умра — награда хучĕ. Унта сержанта III степеньлĕ Мухтав орденне илме тăратни çинчен çырнă.

З.Шарафутдинов ертсе пыракан стрелковăй отделенисене тăшмана флангран тапăнса траншейăран хирсе кăларма хушнă. Фашистсем пулеметран çунтарнине пăхмасăр сержант ертсе пыракан салтаксем малалла талпăннă, тăшмансен траншейине çитсе кĕнĕ. Зинетзян Шарафутдинов алă вĕççĕн çапăçса икĕ нимĕç салтакне тĕп тунă. Унтан хăй аманнине пăхмасăрах нимĕç офицерĕпе кĕрешме пуçланă. Вырăс сержанчĕ офицера çĕнтернине пула тăшмансем çухалса кайнă, часах парăннă. Çапăçура кăтартнă хăюлăхпа паттăрлăхшăн Зинетзян Гадельяновича орден пама тăратнă.

1944 çулхи январĕн 5-мĕшĕнче З.Шарафутдинова «Хĕрлĕ Çăлтăр» орденĕпе наградăлани çинчен приказ тухнă. Анчах та пирĕн ентеш çак саманта кĕтсе илеймен, 1943 çулхи декабрь уйăхĕн вĕçĕнче вăл пĕр тан мар çапăçура паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунă.

Çакăн пеккисем вăрçă вăхăтĕнче пинĕ-пинĕпе пулнă. Паянхи кун та чылайăшĕ вăрçă хи-рĕнче пуçĕсене хунă е хыпарсăр çухалнă аслашшĕ-кукашшĕсем çапăçура кăтартнă паттăрлăх çинчен пĕлмест те пулĕ. Питĕ шел...

Н.КАЛАШНИКОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика