Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Курав малалла пырать

20 октября 2012 г.

Районта иртекен «Фантазия» ал ĕç куравĕ малалла пырать. Аса илтеретпĕр, ăмăртуллă курав çулталăк пуçламă-шĕнчех ĕçлеме пуçланă. Ăна районти «Çĕр тата çынсем» музейĕн курав залĕнче ирттеретпĕр. Кунта кашни ял тăрăхĕ хăйĕн ăстисен ĕçĕсене тăратать. Сентябрĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа 23-мĕшĕччен Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕнчи ăстасен ĕçĕсемпе паллашрăмăр. Сентябрĕн 24-мĕшĕнчен графикпа килĕшÿллĕн Кайнлăк ял тăрăхĕн куравĕ ĕçе пикенчĕ. Çак ялсенче çынсем ăста та маттур иккен. Кураври ĕçсем илемлĕ те тĕрлĕ енлĕ. А.Г.Кузьмин йывăçран тĕрлĕ япаласем касма ăста. Хăйĕн ăсталăхĕпе О.Ефремова, А.Афанасьева, Г.Зайцева çамрăксене паллаштарать. Альбина Валерьевна тата Анна Алексеевна Филипповасем вĕтĕ шăрçаран картинăсем тĕрлеççĕ. М.Д.Максимова вара кивĕ япаласенчен çемçе теттесем, юмахри персонажсем ăсталать. С.В. Ефимова пуканесем валли тумсем çыхса хатĕрлет. И.А.Крылован оригами меслечĕпе хатĕрленĕ япалисем те питĕ илемлĕ пулса тухнă. Курава тата ытти ăстасем те хутшăннă. Йывăçран касса хатĕрленĕ япаласем, çемçе теттесем, бисертан тĕрленĕ картинăсем, хÿхĕм пуканесем курава илем кÿчĕç.

Октябрĕн 15-мĕшĕнче курава малалла Урмаел ял тăрăхĕнчи ăстасем тăсрĕç. Шкулта вĕренекенсен ĕçĕсем, тутар тĕррисем, çыхнă япаласем курава илем кÿреççĕ. Унпа паллашма кăмăл тăвакансене, илемлĕхе юратакансене районти музее кĕтетпĕр. Вăл ноябрĕн 4-мĕшĕччен ĕçлет, малалла курава Комсомольски ял тăрăхĕнчи ăстасем тăсĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика