Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем спортпа туслашчăр

03 октября 2012 г.

Хăшĕ-пĕрисен куçĕ умне спорт тесенех телевизорпа кăтартакан футболистсемпе йĕлтĕрпе ăмăртакансем тухса тăраççĕ. Теприсемшĕн вара спорт тата физкультура пурнăçăн тĕп пайĕсем пулса тăнă. Акă, сăмахран, Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче тăрăшакан Я.И.Тимофеевшăн спорт çур пурнăç теме юрать. 35 çул ытла ĕнтĕ вăл ачасене физкультура предметне вĕрентет, çĕнĕ çитĕнÿсем патне ăнтăлма хавхалантарать.

Ярослав Иванович çак ялтах 1953 çулта кун çути курнă. Пĕчĕклех чупма-сикме юратнă, пĕр вырăнта тăма пултарайман вăл. Пĕр ÿсĕмри ачасемпе пуçтарăнса час-часах урамра лапталла, футболла вылянă. Спортсăр пурăнайман каччă шкул пĕтерсен Канашри педагогика училищине çул тытнă, физкультура учительне вĕренме кĕнĕ. 1972 çулта дипломлă специалист Хирти Сĕнтĕр шкулĕнче ĕçлеме пуçланă. Тин ĕçе пикеннĕ çамрăк физрука ачасемпе пĕр чĕлхе тупма йывăр пулман. Ара, шкул ачисем пĕр-пĕр спорт вăййи тесен кунĕпе выляма хатĕр, çакă вĕсене парта хушшинче ларассинчен чылай ытларах илĕртет.

Çулталăкран Ярослав Тимофеева çара кайма ят тухнă, икĕ çул вăл службăра тăнă, унта та хăйĕн тивĕçĕсене чыслăн пурнăçланă. 1975 çултанпа вара вăл Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче тăрăшать. Çак хушăра миçе ачана вĕрентсе кăларман-ши вăл; Чи савăнтараканни вара — шкултан кайнисем кайран та физкультура вĕрентекенĕ çинчен ăшшăн калаçни, ăна ырă сăмахпа çеç аса илни. Ярослав Ивановичăн çулĕпе кайнисем, пурнăçĕсене физкультурăпа çыхăнтарнисем те сахал мар пулнă шкулта. Н.Самарин, С.Мордякова, А.Васильев, Л.Крылова, Г.Смирнов тата ыттисем шăпах Я.И.Тимофеев спортпа интереслентерсе янипе çак çула суйланă та ĕнтĕ.

Паянхи кун та педагог ачасем хушшинче спорт лайăх аталантăр тесе тимлет. «Физкультурăпа туслашсан кĕлетке çирĕпленет, ку çеç те мар. Час-часах тĕрлĕ хусканусем тăвакан ачасем вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пыраççĕ, мĕн пĕчĕкрен сывлăхлă ÿсеççĕ. Манăн тĕллев — кашни ачана хăйне килĕшекен спорт тĕсĕ тупма пулăшасси, кĕлеткине аталантарма вĕрентесси», — тет Я.Тимофеев. Сăмах май, учитель тăрăшни сая каймасть. Юлашки çулсенче шкул ачисем спортпа ытларах интересленме пуçлани палăрмаллах сисĕнет. Урокран тухма шăнкăрав янăрасанах чылайăшĕ спортзала васкать, кашни тăхтавах унта ирттерет. Районти, республикăри ăмăртусене хутшăнса та вĕсем час-часах лайăх кăтартусемпе палăраççĕ. Ярослав Иванович пĕлтернĕ тăрăх, шкулта пирус туртакансем, эрех-сăра ĕçекенсем пĕрре те çук. Каçсерен урамра çапкаланса çÿриччен вĕсем вăхăта шкул спортзалĕнче ирттереççĕ е урамра йĕлтĕрпе ярăнаççĕ, тĕрлĕ спорт вăййисем выляççĕ. Çакă учителе, паллах, питĕ савăнтарать.

Манăн çавăн пекех физрукăн хăйĕн юратнă спорт тĕсĕ пирки пĕлес килчĕ. «Юратнисемпе юратманнисем çине уйăрмастăп. Маншăн вĕсем пурте çывăх. Çапах çакна палăртса хăварас килет. Чылайăшĕ шашка тата шахмат вăййисене спорт шутне те кĕртесшĕн мар, тен. Эпĕ вара çакăнпа килĕшместĕп. Вĕсене валли те ăсталăх, çĕнтерме ăнтăлни, кирлĕ чухне выляса яма пĕлни кирлĕ. Шкулти кашни ача шашкăлла тата шахматла выляма пĕлтĕр тесе хам ума тĕллев лартрăм, çулсерен çак тĕллеве пурнăçлама ăнтăлатăп», — пĕлтерчĕ Ярослав Иванович. Чăнах та, «Шурă тура» клубри шашка хăмисем тăхтавсенче нихăçан та пушă лармаççĕ, унта яланах тупăшу пырать. Аслисем кĕçĕннисене выляма вĕрентеççĕ, час-часах турнирсем ирттерсе ачасем ăста-лăхне тĕрĕслеççĕ. Я.И.Тимофеевăн Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем купипех, вĕсен йышĕнче ачасене вăл е ку ăмăртăва ла-йăх хатĕрленĕшĕн панисем чылай. «Грамотăсем маншăн пĕлтерĕшлĕ мар, ачасем физкультурăпа туслашни, сывлăхлă пулма тăрăшни, çĕнтерÿсем тума ăнтăлни хаклă», — тет Ярослав Иванович.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика