Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшулăх - чи кирли

04 августа 2012 г.

Çак кунсенче «Кызыл сабанча» фермер хуçалăхне район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Р.Афанасьев, ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ И.Х.Миннетуллин тата ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕ Ш.М.Зейнутдинов çитсе курнă.

«Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕ 15 çул ытла выльăх-чĕрлĕх ĕрчетет, тырă-пулă, пахча çимĕç çитĕнтерет. Çак хушăра тĕрлĕ çитĕнÿсемпе савăнăçлă самантсем те, пăшăрхантаракан тапхăрсем те чылай пулнă. Халь хуçалăх çирĕппĕн ура çинче тăрать теме пулать.

Çапах та çурхи ака-суха ĕçĕсем «Кызыл сабанчара» кăçал йывăррăн иртнĕ. Çакă çур аки пуçланас умĕн икĕ механизатор ĕçрен пăрахса кайнипе çыхăннă. Вĕсем вырăнне çын тупса техникăна хăнăхтариччен аванах вăхăт иртнĕ. Пурпĕр çĕр ĕçченĕсем çухалса кайман, кăшт каярах юлнă пулсан та сухаласа-акса хăварнă. Çурхи ака-суха ĕçĕсем вăхăтĕнче кашни самант хаклă пулнине пĕлетпĕр ĕнтĕ. Çавăнпа та çак йывăр тапхăр кайран кĕркунне хăйĕн çинчен аса илтерме пултарĕ, паллах.

Хуçалăхра сенаж, утă хатĕрлес ĕçсем аван пыраççĕ. Унсăр пуçне тĕш-тырра вырмалли вăхăт та çитнĕ ĕнтĕ. Çавна кура машинăпа техника паркĕнче вырмана пикенсех хатĕрленеççĕ. Техникăна юсанă, йĕркене кĕртнĕ, паян тесен паян вырма тухма пулать.

«Кызыл сабанчара» пурĕ 100 гектар çинче çĕр улми çитĕнтереççĕ. Районтан килнисем ир пулакан çĕр улмин уйне çитсе унти лару-тăрупа паллашрĕç. Çак культура пысăк тухăçпа савăнтарасса шаннине пытармарĕ районăн тĕп агрономĕ Ш.М.Зейнутдинов.

Çавăн пекех вĕсем механизаторсемпе тĕл пулса калаçрĕç. Хуçалăх мĕнле аталанасси чи малтанах вĕсен тăрăшулăхĕнчен, ĕçченлĕхĕнчен килет. Тухăç мĕнле пуласси те вĕсемпе тÿрремĕнех çыхăннă. Ара, пулса çитнĕ тыр-пула, пахча çимĕçе вăхăтра пуçтарса кĕртни хаклă, унсăрăн тупăш илесси çинчен калаçмалли те çук. Хуçалăхри тăрăшуллă механизаторсене ятранах асăнас килет. Вĕсем: Илфат Галиуллин, Айдар Купиров, Владимир Кошкин, Юрий Чернобровин, Илдар Шехмаметьев, Зиятдин Шамшутдинов, Илсур Насыбуллин, Владимир Автономов, Ибинабин Яфизов тата Геннадий Яковлев. М.Р.Афанасьев вĕсене тата та хастартарах пулма, ĕçре çĕнĕрен çĕнĕ çитĕнÿсем тума, уй-хирте çитĕннĕ пахча çимĕçе, тыр-пула лайăх пуçтарса кĕртсе пысăк тупăш илме сунчĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика