Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывă пул, юратнă шкул!

27 июня 2012 г.

Çак кунсенче районти шкулсенче сыв пуллашу каçĕсем иртрĕç. Шкул пĕтерекенсем аттестатсем илчĕç, хаваслă уявра савăнчĕç.

Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче те сыв пуллашу каçĕ хавас иртрĕ. Уява директорăн вĕренÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ А.Ф.Смирнова уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Чи малтанах шкул директорĕ А.А.Можаев ачасене алла аттестат илнĕ ятпа саламларĕ. Ку класс вĕренÿре те, спортра та маттур пулнине çирĕплетрĕ вăл. Чăнах та, вĕсем районта çеç мар, республикăри ăмăртусенче те лайăх кăтартусемпе палăрчĕç, уйрăмах волейбол енĕпе пултарулăхне кăтартрĕç. Çавăн пекех тĕрлĕ предметпа ирттернĕ олимпиадăсенче те 11-мĕш классен ячĕсем илтĕнсех тăчĕç. Шкул пĕтерекенсем маттур та тăрăшуллă пулнине класра 5 ылтăн медалист пулни те çирĕплетет. Çакăн пекки халиччен шкул историйĕнче пулманнине пĕл-терчĕ директор. Аттестатсем панă май, вăл чи пултаруллисене Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем парса чысларĕ.

Ун хыççăн пĕрремĕш учитель пулнă Л.Ф.Зайцева сăмах илчĕ, ачасене саламласа такăр çул сунчĕ. Çавăн пекех Кайнлăк ял поселени пуçлăхĕ А.Г.Кузьмин, ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе С.Н.Журавлев, П.Г.Иванов, Р.Н.Ахметова тата ыттисем те ырă та ăшă сăмахсем каларĕç.

Шкул ачисем юрăсем шăрантарчĕç, сăвăсем каларĕç, учительсене 11 çул пĕлÿ тĕнчи тăрăх илсе çÿренĕшĕн тав турĕç. Сыв пуллашу вальсĕ вара пурин чун-чĕрине те тыткăнларĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика