Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕл пулу хаваслă иртнĕ

20 июня 2012 г.

Кайнлăк ял поселенин модельлĕ библиотекинче çитĕннисемпе те, ачасемпе те ĕçлеççĕ, час-часах тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ. Акă, нумаях пулмасть Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕ çумĕнчи лагере çÿрекен ачасем кунта тĕл пулăва килнĕ. Вĕсене библиотека заведующийĕ Альбина Ефремова кĕтсе илнĕ, пирĕн районта çуралса ÿснĕ писательсем, поэтсем çинчен каласа панă. Ачасем Гурий Чаржовăн, Валери Туркайăн, Геннадий Максимовăн биографийĕсене тишкернĕ, вĕсен кĕнекисемпе паллашнă. Çак кунсенче тепĕр писатель — Куçма Чулкаç— çуралнăранпа 105 çул çитнине кура А.Ефремова унăн пултарулăхĕ çинчен те чылай интересли каласа панă.

Çавăн пекех ачасем Аслă Отечественнăй вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк патне те çитсе курнă, халăха мирлĕ пуласлăх парнелессишĕн хăйсен пурнăçĕсене шеллемен паттăрсен ячĕсемпе паллашнă.

Малалла тĕрлĕ конкурссем пуçланнă. Ачасем сăвăсем каланă, юрăсем шăрантарнă, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене шыранă, туслăх çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене аса илсе ăмăртнă. Унсăр пуçне пан улми хăвăртрах çисе ярас, мозаика пуçтарас, «хура ещĕкре» мĕн пытаннине ыйтусем тăрăх пĕлес енĕпе те тупăшнă. Чи интересли вара парикмахерсен конкурсĕ пулнă. Унта хĕр ачасем çуралнă куна кайма пĕр-пĕрне тĕрлĕ прическăсем тунă.

Юлашкинчен ачасем хăйсене валли каникулта вулама кĕнекесем суйласа илнĕ, библиотекăна час-часах килсе çÿреме шантарнă.

Лагерь воспитателĕсем Елена Даниловăпа Лариса Воробьева тĕл пулу ачасемшĕн питĕ усăллă, интереслĕ иртнине палăртнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика