Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă нушине курмалла ан пултăр

05 мая 2012 г.

Çĕнтерÿ кунĕнче тĕрлĕ çулсенче ÿкернĕ сăн ÿкерчĕксене пăхатăн та, вăрçăра пулнă çынсен шучĕ çулсерен чылай чакса пынине асăрхатăн. Хăш-пĕр ялсенче вăрçă ветеранĕсем юлман та ĕнтĕ, çапах та тăнăç пурнăç парнелессишĕн кĕ-решнĕ çынсен ячĕсем пирĕн чĕресенче ĕмĕрлĕхе упранĕç.

Йăлмахва ялĕнчен вăрçа тухса кайнă çынсенчен халĕ пĕри çеç пурăнать. 90 çула çывхарса пыракан Василий Николаевич Чаржова ялта çеç мар, районта та аван пĕлеççĕ. Вăл 1923 çулта нумай ачаллă çемьере кун çути курнă. Мĕн пĕчĕкренех ĕç çумне çыпăçса çитĕннĕскер, 17 çулта чухне хăйне пĕр çул ÿстерсе Инçет Хĕвел тухăçне вербовкăпа ĕçлеме кайнă. Амур çинчи Николаевск хулинчи хăма çуракан заводра учетчикра çулталăк çурă тăрăшнă каччă. Вăрçă пуçлансан 3 кунранах ăна çара илсе кайнă. Василий Совет Союзĕн Инçет Хĕвел тухăçĕнчи чиккине яппун салтакĕсем тапăнса кĕресрен сыхланă çĕрте службăра тăнă. «Пирĕн, çамрăксен, Хĕвел анăçри фронта, çапăçусем кĕрленĕ çĕре, питĕ каяс килетчĕ. Унта куçарччăр тесе темиçе те заявлени çыра-çыра патăмăр, анчах пирĕн ыйтăва тивĕçтермерĕç»,— аса илет В.Н.Чаржов. 1941—1944 çулсенче вăл 16-мĕш уйрăм ту батальонĕн утлă çарăн разведчикĕ пулнă. 1944 çулта ăна Благовещенск хулинчи çар пехота училищине вĕренме янă. Ăна пĕтерсен вăл пулемет батальонĕнче взвод командирĕн пулăшаканĕнче тăрăшнă. Çĕр-шывра вăрçă пынă пирки чикĕ сыхлакан çарсене те йывăр килнĕ. «Пире иккĕмĕш категорипе апат çитеретчĕç. Мана, эп çÿллĕ çын мар та, çителĕклĕччĕ. Пысăкраххисем вара тăранманнипе шăмăсем пуçтарса апат пĕçеретчĕç. Вăрмана упа, Амур юхан шывĕнчен пулă тытма кайнисем чылай пулнă ĕнтĕ. Выçă ларассинчен çапла хăтăлнă»,— тет Василий Николаевич.

Германие çапса аркатнă хыççăн вара хĕрÿ лини Хĕвел тухăçнелле куçнă, Япони çапăçăва кĕнĕ. В.Н.Чаржовăн чаçне те вăрçа кĕртсе янă. «Нумай çапăçма тивмерĕ пире. Часах Хĕвел анăçĕнчен çарсем пулăшма çитрĕç, яппунсене хăвăрт парăнтартăмăр»,— пĕлтерет вăрçă ветеранĕ. 1947 çулхи апрель уйăхĕнче çеç каялла килне таврăнма май килнĕ унăн. «Нимĕçсемпе çапăçăва кĕмен пулсан та, çак Аслă Çĕнтерÿре пирĕн тÿпе те пурах. Хĕвел анăçĕнчен — нимĕçсем, Хĕвел тухăçĕнчен — яппунсем тапăнса кĕнĕ пулсан пирĕн çĕр-шыва питĕ йывăр лекетчĕ»,— пытармасть шухăшне Василий Николаевич.

Вăрçă вучĕ кĕрлесе иртсен вăл тăван ялне таврăннă, çемье çавăрнă. Кайнлăк ял Совечĕн председателĕнче, унтан Йăлмахвари кирпĕч заводĕнче чылай çул вăй хунă. Кайран райпо системинче тăрăшнă. «Райпо ĕçченĕсем мана халĕ те манманни савăнтарать. Çĕнтерÿ, Ваттисен кунĕсенче яланах йыхравлаççĕ, чăн-чăн уяв туса параççĕ. Ватăсене хисеп туни хаклă»,— тет В.Н.Чаржов.

Халĕ Василий Николаевич мăшăрĕпе пурăнать. 5 ача ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕсем. 9 мăнукпа мăнукĕсен 10 ачи В.Н.Чаржовăн. «Вĕсен пурнăçĕ телейлĕ пултăрччĕ, вăрçă нушине курмалла ан пултăр»,— тет ветеран.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика