Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ

14 апреля 2012 г.

Ушкăнпа вылямалли спорт вăййисем команда туйăмне аталантарма, туслăн вылясан çеç çĕнтерÿ патне çитме пулнине ăнланма пулăшаççĕ.

Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче волейбол вăййине кăмăлламан ача çук та пулĕ. Хĕр ачасем те, арçын ачасем те физкультура урокĕсене хаваспах çÿреççĕ, тăхтав вăхăтĕнче, уроксем хыççăн волейбол çапма яланах хатĕр вĕсем. Ачасен ăнтăлăвне курса физкультура учителĕ Я.И.Тимофеев вĕсене хирĕç кайнă. Эрнере виçĕ хут вăл каçхине спортзала çак вăййа кăмăллакансене пуçтарать, тренировкăсем йĕркелет. Выляс текенсем нумайăн пулнипе занятисене икĕ сменăпа ирттерме тивет: малтан — вăтам, кайран аслă классем килеççĕ.

Тăрăшнине кура кăтартусем те савăнтараççĕ. Шкулăн волейбол команди районта çеç мар, республика шайĕнче те палăрма ĕлкĕрчĕ. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче йĕркеленĕ Чăваш Республикин шкул волейбол лигин чемпионатĕнче Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕн туслă команди республикăра 4-мĕш вырăна тухнă. Паллах, çак кăтарту çăмăлпа килмен. Çапах вĕçĕмсĕр тренировкăсем ирттерсе ăсталăха туптани сая кайманни савăнтарать. Ăмăртура çĕнтернĕшĕн панă кубокпа çĕнĕ спорт формисем ачасене тата та ытларах тăрăшма, çитĕнÿсем патне ăнтăлма хистеççĕ. С.Можаев вара уйрăм кубокпа Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Ăна командăн чи лайăх вăйăçи тесе хакланă. «Чи лайăх ача-пăча волейбол тренерĕ» ята тивĕçнĕ Я.И.Тимофеев тепĕр çул та çак чемпионата хутшăнас кăмăллă. Кăçалхи командăн пысăк пайĕ — 11-мĕш класра вĕренекенсем. Çавăнпа та Ярослав Иванович волейболистсен çĕнĕ ăрăвне хатĕрлес тесе кĕçĕнреххисемпе çине тăрса ĕçлет. «Шкулта ача сахал пулни чăрмавсем кăларса тăратать. Аслă классенчи 20—30 ача хушшинче спорт енĕпе уйрăм пултарулăхпа палăракансене тупса çÿллĕ шайри команда йĕркелеме йывăртарах»,— тет вăл пăшăрханса.

Çапах та ачасем пĕчĕкрен спорта юратса çитĕнни савăнтарать учителе. «Кунĕ-кунĕпе компьютерпа выляса ларас е урамра пирус туртса, ĕçсе çÿрес вырăнне спортзалта пушă вăхăта ирттерни, паллах, нумай хут усăллăрах»,— пĕлтерет шухăшне Ярослав Иванович.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика