Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çул парни

11 января 2012 г.

Хирти Мăнтăрти «Çăлкуç» ача садĕнче ачасене хăтлă пултăр тесе кунта ĕçлекенсем кашни çулах юсав ĕçĕсем ирттереççĕ.

Иртнĕ çулсенче ниме майĕпе садик тăррине витнĕччĕ. Кашни çулах косметика юсавĕ туса ирттеретпĕр. «Çăлкуç» ача сачĕшĕн 2011 çул ăнăçлă пулчĕ. Ял поселенийĕсен хушшинче иртекен «Компактлă застройка» конкурсра Кайнлăк ял поселенийĕ çĕнтерчĕ. Çавна пула ача садĕнче чылай юсав ĕçĕсем тума май пулчĕ. Садикĕн чÿречисене çĕнĕрен улăштарчĕç, пластик чÿрече лартрĕç. Хутса ăшăтмалли системăна тĕпрен çĕнетрĕç. Тепĕр пысăк ĕç вăл — ача садне газпа хутса ăшăтмалла туни.

Раштавăн 30-мĕшĕнче тахçантанпах кĕтнĕ «сенкер çулăм» ача садне çитрĕ. Ăна чĕртме район администраци пуçлăхĕн çумĕ А.В.Краснов, районти газ участокĕн начальникĕ Н.Г.Можаев, вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.А.Белков килсе çитрĕç, ăшă сăмахсем каларĕç. «Ырă ĕçсен ăшши сирĕн ача садне те кĕчĕ. Çак çуртра ачасене яланах ăшă та çутă пултăр, вĕсен хавас шăв-шавĕ кĕрлесе тăтăр»,— терĕç. Кайнлăк ял поселенийĕн пуçăхĕ А.Г.Кузьмин тав сăмахĕ каларĕ. Эпĕ те, «Çăлкуç» ача садĕнче ĕçлекенсен, ачасен ашшĕ-амăшĕ ячĕпе, çакăн пек парнешĕн район администраци пуçлăхне Г.Ф.Волкова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне, «Газпром межрегионгаз Чебоксары» ООО генеральнăй директорне К.С.Мифтахутдинова тав сăмахĕ калатăп. Малашне те халăхшăн тăрăшма çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал сунатăп.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика