Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕрхи бал иртрĕ

12 октября 2011 г.

Нумаях пулмасть Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче кĕрхи бал иртрĕ. Кăнтăрла уроксем хыççăн 5—8-мĕш классен ачисем сарă, хĕрлĕ çулçăсемпе, пилеш сапакисемпе илемлетнĕ зала пуçтарăнчĕç. Кашни класс юрăсен, ташăсен, сăвăсен конкурсĕсем валли пĕрер номер хатĕрленĕ. Унсăр пуçне кĕрхи букет, çут çанталăкри материалсенчен тĕрлĕ теттесем, чĕр чун кĕлеткисем туса килнĕ. Куракансене уйрăмах 5-мĕш классен «Чечексен ташши», 7-мĕш классен «Кĕркунне вăрманта» инсценировки, 8-мĕш классен «Ералашĕ» килĕшрĕ.

Конкурссем хушшинче Л.Яковлева куракансемпе вăйăсем ирттерчĕ, тупмалли юмахсен тупсăмне тĕпчерĕ. 9, 11-мĕш классен ачисенчен йĕркеленĕ жюри 7-мĕш класс вĕренекенĕсене чи пултаруллисем тесе хак пачĕ.

Каçхине вара 9—11-мĕш классем уява пуçтарăнчĕç. Вĕсем кулăшла кĕрхи юмахсем лартрĕç, рок-н-ролл ташларĕç, кĕрхи букет хатĕрлесе килсе ăна куракансем умĕнче рекламăларĕç. Çавăн пекех çамкапа инçĕшне шар чышмалли, куçа хупса пĕр-пĕрне пилеш çитермелли вăйăсем хавас иртрĕç. Савăнăçлă уяв дискотекăпа вĕçленчĕ. Ташласа ывăнсан пурте тулли кăмăлпа килĕсене саланчĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика