Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юсав ĕçĕсем пыраççĕ

21 сентября 2011 г.

Хирти Мăнтăр культура çуртĕнче юсав ĕçĕсем хĕрÿ пыраççĕ. Кирпĕч çурта çиелтен сайдинг çапса илемлетеççĕ. Шалта вара алăксене, урай хăмисене улăштараççĕ. Халĕ «Комсомольский стройсервис» ĕçченĕсем çĕнĕ медпункт кабинетне йĕркене кĕртеççĕ. Каярахпа стенасене шалтан сăрласа илемлетме малярсен бригади килсе çитĕ.

Çавăн пекех кунта «Тав» организацирен шыв кĕртекенсен бригади ĕçлет. Картишĕнче пусă чавса хунă та ĕнтĕ. Культура çуртĕнче тăрăшакансене шывпа тивĕçтерес тесе ырми-канми вăй хураççĕ вĕсем, ĕçсем часах вĕçленессе палăртаççĕ.

«Турă ыр çанталăк парсан пĕр-икĕ кунран хамăр ĕçе пĕтеретпĕр, — палăртать платниксен бригадирĕ М.Гибатдинов. — Çумăр анчах çуса ан чăрмантартăрччĕ».

Кайнлăк ял поселенийĕ тендер выляса илнипе культура çуртне юсама май килчĕ. Нумаях пулмасть Хирти Мăнтăрти вăтам шкулта юсав ĕçĕсем ирттернĕччĕ, спортзал тăррине çĕнĕрен витнĕччĕ. Черетре вара — çак ялтах вырнаçнă ача сачĕ. Унта та часах ĕçсем пуçланĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика