Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача садне - нимене

30 июня 2010 г.

Хирти Мăнтăрти «Çăлкуç» ача сачĕ уçăлнăранпа кĕçех 20 çул çитет. Çак хушăра мĕн чухлĕ ача тухман-ши кунтан! Вĕсем сывлăхлă та çирĕп, телейлĕ ÿсчĕр тесе «Çăлкуç» ача сачĕн коллективĕпе ашшĕ-амăшĕ пĕрле вăй хураççĕ.

Хуçалăх çултан-çул кивелсе пырать. Кашни çулах садик ĕçченĕсем кунта косметика юсавĕ тăваççĕ. 20 çул хушшинче садик тăрри те кивелсе çитрĕ. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче кунта çÿрекен ачасен ашшĕ-амăшне çи виттине витме пулăшма ыйтрăм. Шăрăх çанталăка пăхмасăр тата кашни килтех ĕç нумай пулин те, ашшĕсемпе амăшĕсем «Çăлкуçа» нимене васкарĕç. Питĕ туслăн, тăрăшса ĕçлерĕç вĕсем. Пĕрисем шифер листисем йăтаççĕ, теприсем çÿлелле çĕклесе параççĕ, виççĕмĕшсем витсе пыраççĕ. Таврара хаваслă ĕç шавĕ кĕрлесе çеç тăчĕ. Гера Самарин, Сергей Иванов, Геннадий Григорьев, Андрей Данилов, Анатолий Зайцев, Владимир Николаев, Владимир Васильев, Петрпа Николай Журавлевсем, Дмитрий тата Андрей Александровсем, Юрий Смирнов, Лина Афанасьева, Света Порфирьева тата ыттисем те ачасене садикре хăтлă пултăр тесе вăй хучĕç. Ĕçе вĕçленĕ ятпа Кайнлăк ял поселенийĕн пуçлăхĕ С.Журав-левпа пурне те ăшшăн тав турăмăр.

Паянхи куна Хирти Мăнтăрти «Çăлкуç» ача садне 22 ача çÿрет. Тĕрлĕ çулхи ачасем пурте пĕр ушкăнта, пурне те вырăнпа тивĕçтерейместпĕр. Заявлени панисен шучĕ тата 15. Ача сачĕ ялта питĕ кирлĕ. Уйрăмах çуллахи вăхăтра. Ял ĕçченĕсем кун каçичченех уй-хирте тăрăшаççĕ, çав вăхăтра пепкисем шанчăклă çĕрте пулмалла. Унсăрăн тем тĕрлĕ инкек те сиксе тухма пултарать.

Пирĕн тĕллев — шкул çулне çитмен кашни ачана садикпе тивĕçтересси, пепкесем сывă, патвар та телейлĕ ÿсчĕр тесе тăрăшасси.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика