Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вут витĕр тухнă паттăрсен ячĕпе

13 февраля 2010 г.

Вăрçăра пурнăçа шеллемесĕр çапăçнă, аслă Çĕнтерÿшĕн ырми-канми ĕçленĕ паттăрсене эпир кашни çул майăн 9-мĕшĕнче чыслатпăр. Кăçал вара çак уяв пысăк та сумлă, пĕлтерĕшлĕ. Хаяр тăшмана çĕнтернĕренпе 65 çул çитет.

Çак пысăк уява районта пурăнакансем кашниех хутшăнма тивĕç. «Çĕнтерÿ салючĕ» — халăх пултарулăхĕн йăлана кĕнĕ фестивалĕ. Унта нумай-нумай юрăç, ташă ăсти, халăх маçтăрĕ хутшăнать. Ял поселенийĕсенчи пултарулăх коллективĕсем хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарни те пысăк вырăн йышăнать. Февралĕн 11-мĕшĕнче Кайнлăк ял поселенийĕн артисчĕсем сцена çинче пулчĕç.

Совет салтакĕ Тăван çĕршыва чунтан юратнине, вăл унăн тăшманĕсемпе паттăррăн кĕрешме яланах хатĕр тăнине юрă-ташăра, сăвăсенче тÿрре-мĕнех палăрчĕ. «Москва моя», «Майский вальс», «Тăван кĕтес», «Ехал я из Берлина», «Катюша» юрăсене артистсем уйрăмах илемлĕ шăрантарчĕç. Уяв, паллах, ачасемсĕр иртмест. Вĕсем юрларĕç, ташларĕç. Ял поселенийĕнче тутарсемпе чăвашсем пĕр йышри пек килĕштерсе пурăнаççĕ. Тутар юррисем те пулчĕç концертра.

Çак уявра чун савăнăçĕпе куççулĕ, хурлануллă çухатусене аса илсе çуралнă чун ыратăвĕ, пурте пĕр çыхăра пулчĕç.

Вăрçă çулĕсем пирĕнтен аякран та аякка юлса пыраççĕ пулин те, тĕнче нихăçан курман хаяр, хăрушă вăрçăра паттăр салтаксем Тăван çĕршыва çăлса хăварни паян та чаплăн куç умне тухать.

«Нимĕнле вăхăт та, сĕмĕ те хуплаймĕ, сÿнтереймĕ Аслă Çĕнтерÿ çутине. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçусем тахçанах иртсе кайнă пулин те, совет халăхĕн Çĕнтерĕвĕн мухтавĕ нихăçан та сÿнес çук. Вăл ĕмĕр-ĕмĕр хăватлăн янăраса тăрĕ»,— тесе çирĕплетрĕç кайнлăксем, концерт программине вĕçленĕ май.

1945 çулхи май уйăхĕн 9-мĕшĕ историре яланхилле пирĕн Тăван çĕршыв хăвачĕпе мăнаçлăхĕн, ăна хÿтĕлекен салтаксен чаплă Çĕнтерĕвĕ пек çырăнса юлать те.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика