Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр ĕçне аталантарса пырать, çĕнĕ çитĕнÿсем тăвать

02 декабря 2009 г.

Пурнан пурнăçра çынсем ĕмĕрне тĕрлĕрен ирттереççĕ. Пĕрисем çапкаланса çÿреççĕ. Хăйсен айăпĕпех патшалăх ĕнси çинче лараççĕ. Теприсем вара кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçре. Ял хуçалăхĕ-и вăл, промышленноç-и е тата ытти отрасль, унта ырми-канми вăй хураççĕ. «Ман пирки мухтаса çырма кирлĕ мар»,— терĕ те «Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕн ертÿçи Мингазым Гильметдинович, çапах та ун пирки çырмасăр чăтаймарăм. Хăй каланă пек мухтаса мар, мĕнле ĕçленине, пултарулăхне кăтартса парас килчĕ. Паян вăл шăпах та 60 çул тултарать.

Ялта çуралса ÿснĕ çĕршер-пиншер ача пекех мĕн пĕчĕкрен «Знамя» колхозăн» Кайнлăк ялĕн брагидинче тăрăшнă. Ÿркенсе тăман, кирек ăçта та пултарулăхпа палăрса тăнă. Каччă çулне кĕнĕскерĕн, малалла вĕренес кăмăлĕ уçăлса çитнĕ. Малтанах вăл Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне лайăх вĕренсе пĕтернĕ. Кунта çĕр ĕçĕпе чылай паха пĕлÿ панă. Малалла вĕренÿ çулĕ ăна Хусан хулинчи педагогика институтне илсе çитерет. Алла диплом илсен малашнехи ĕçĕ пирки шутласа пăхма хăват парать. Йăлмахвари 9 çул вĕренмелли шкулти ачасене биологипе хими предмечĕсене вĕрентет. Кунта 13 çул тăрăшса хăйне пултаруллă, тарăн пĕлÿллĕ вĕрентекен пулнине çирĕплетет.

1996 çулсен çурринче, ытти çĕрти пекех, тахçан кĕрлесе тăнă «Знамя» колхоз та 3 пая пайланать. Хиртимăнтăрсем «Турхан», йăлмахвасем «Дубрава» колхозсем йĕркелеççĕ. Кайнлăксем хăйсем фермер хуçалăхне пуçтарăнас тĕв тăваççĕ. Ăна «Кызыл сабанча» ят параççĕ. Ялта пурăнакансем çĕнĕ хуçалăха ертсе пыма пĕр иккĕленмесĕрех Йăлмахва шкулĕнче ĕçленĕ М.Г.Шарафутдинова шанаççĕ. Ку 1999 çулта пулса иртет. Мингазым Гильметдиновича çĕнĕ ĕçе пуçарса яма пĕрре те çăмăл килмен. Машинăпа трактор паркĕ юхăнса кайнă, производство çурт-йĕрĕ те ванса пĕтнĕ — пур çĕрте те юсав тумалла. Кунсăр пуçне пĕрлешсе ĕçлес текенсен шанчăк çухалса пынă. М.Г.Шарафутдинов килсен кунти пăр тинех тапраннă.

Паянхи кун фермер хуçалăхĕ районта — чи лайăх аталанакан хуçалăхсенчен пĕри. Тĕпрен илсен 2006—2008 çулсенче тырпул тухăçĕ гектартан 26,6 центнер, çĕр улмин 204 центнер чухлĕ тухнă. Пахчаçимĕç те япăх мар çитĕннĕ. Кашни ĕнерен сăвăма 4500 килограма çитернĕ. Тухăçа, выльăх продукцине илессине çулсерен ÿстерсе пыраççĕ.

Пурлăхпа техника базисене çĕнетмелле. Юлашки 2 çулта çеç пур производство пÿлĕмĕсене те юсанă. Çĕнĕ техникăсăр машинăпа трактор паркĕ çĕнелмест. Çавăпах «Енисей-1200» тырпул пуçтармалли комбайн, К-701, МТЗ-892 кустăрмаллă тракторсем, çĕр улми туса илмелли машинăсен комплексне, дискатор, çĕр улми пуçтармалли 2 комбайн, çĕр улми суйламалли 2 комплект тата ытти нумай-нумай техника туяннă. Çакă фермер хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсем пурлăх енчен те, укçа-тенкĕ енчен те ÿссе пынине çирĕплетеççĕ.

2002 çулсенче çĕр-шывĕпех пысăк хуçалăхсем саланса кайма е панкурата тухма пуçларĕç. «Дубрава» кооператив умне те çак хăрушлăх тухса тăнă. Çавăнпа район ертÿçисем «Дубрава» хуçалăха та ертсе пыма М.Г.Шарафутдинова шаннă. Халĕ вара Йăлмахва тăрăхĕнче тепĕр хушма предприяти «Комсомольские овощи» агрофирма ООО йĕркеленĕ. Ăна та Мингазым Гильметдинович ертсе пырать. Кунта та ĕçе пĕлсе йĕркелессипе палăрса тăрать. Çĕр улми упрамалли пысăк хранилище тунă. Ку енĕпе малашне те ĕçлĕç. Унта кăçалхи çул тухăçĕнчен 800 тонна пахчаçимĕç упрама хунă. Агрофирма 2010 çулта 88 гектар лаптăка шăварма палăртать, ятарлă лини туяннă. М.Шарафутдиновăн тĕллевĕсем татах та пысăк. Çитес çулсенче вĕсем пахчаçимĕç тата çĕр улми тирпейлекен цех та тăвасшăн.

Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тата ырми-канми ĕçленĕшĕн М.Шарафутдинов 1985 çулта СССР ВДНХ тĕп комитечĕн кĕмĕл медальне, 1996 çулта «РСФСР çут ĕç отличникĕ» паллăна тивĕçнĕ. 2007 çулта «Тава тивĕçлĕ фермер» кăкăр çине çакмалли паллă, çав çулах Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине панă.

М.Шарафутдинов мăшăрĕпе 3 ача пăхса çитĕнтернĕ, вĕсен 8 мăнук.

Çулсем иртни ан кÿтĕр тунсăх, вăй-халăр пултăр иксĕлми, мĕн шутлани пурнăçлантăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика