Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисепленĕшĕн тав турĕç

02 декабря 2009 г.

Чи ырă чунлă, çепĕç чĕлхеллĕ, кăвар чĕреллĕ çын вăл — анне... Çак сăмахра мĕн чухлĕ пĕлтерĕш пытаннă. Вăл ачасене пурнăç кÿрекен те, вĕсене пăхса ÿстерекен те... Кайнлăк ял поселенийĕн библиотекинче Раççейри амăшсен кунне халалласа «Пĕтĕм чун-чĕререн» тĕлпулу йĕркелерĕмĕр. Унта мирлĕ саманарах ывăлĕсем Афганистан тата Чечен вăрçисенче, вĕри точкăсенче пулнисен амăшĕсене чĕнтĕмĕр. Программăна Йăлмахва библиотека заведующийĕ А.Г.Ефремова тата Хирти Мăнтăр культура çурчĕн директорĕ В.П.Данилова ертсе пычĕç. Вĕсем кашни амăшĕ валли ăшă сăмахсем тупрĕç. З.В.Афанасьеван, А.В.Афанасьеван, Е.А.Можаеван, М.Ф.Мордякован, К.И.Хамматован, В.Н.Ефремован, Е.П.Чернован, Л.А.Абусеван, М.Ш.Сахрован ывăлĕсем Афганистан вăрçинче пулнă. Пăшăрханса çĕрĕпе çывăрман каçсем, йывăр хыпарсене илтнĕ хыççăн куççуль тăкнă самантсем мĕн чухлĕ пулнă-ши? Ывăлĕсем ют çĕр-шывра чухне канăçне çухатнă вĕсем. Ачисем Чечен Республикине лекни те амăшĕсен чĕрисенче тарăн йĕр хăварнă. О.А.Воронцован, Г.Г.Медведеван, В.С.Миронован, Н.В.Александрован, Т.П.Столярован, В.Н.Чернован, А.В.Лебедеван ачисем унта службăра пулнă. Амăшĕсем хăйсен пепкисене мĕн пĕчĕкрен тĕрĕс воспитани панă, çĕр-шыва, тăван халăха юратма вĕрентнĕ. Р.И.Гаврилован, Г.П.Валетован, Г.В.Афанасьеван, М.Г.Медведеван, В.А. Ефремован ывăлĕсем контракт майĕпе е командировкăна «вĕри точкăсене» хăйсен ирĕкĕпе кайнă.

Тĕлпулура амăшĕсен ячĕпе нумай-нумай ăшă сăмах пулчĕ. Кайнлăк ял поселенийĕн пуçлăхĕ С.Н.Журавлев, афганецсен районти совечĕн председателĕ В.Н.Гаврилов, «Единая Россия» партин районти уйрăмĕн ĕçтăвкомĕн председателĕ В.Н.Гаврилов тухса калаçрĕç. Чăтăмлă аннесене тав турĕç, вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх сунчĕç. Çавăн пекех Хирти Мăнтăр тата Йăлмахва ялĕсенчи ветерансен совечĕсен председателĕсем А.С.Васильевапа З.Н.Григорьева, Кайнлăк ял поселенийĕн депутачĕ Н.А.Смирнова та сăмах илчĕç.

Культура ĕçченĕсем хатĕрленĕ концертри юрăсем пĕрре хурлантарчĕç, тепре савăнтарчĕç пулĕ. «Ах, аннеçĕм, анне!», «Ĕмĕр иртет», «Юх, юханшыв», «Пилеш кайăксем», «Çичĕ чÿрече» юрăсене итлесен чылайăшĕн куçĕ шывланчĕ те.

Уяв сĕтелĕ хушшинче калаçу малалла тăсăлчĕ. Хăйсем те юрăсем шăрантарчĕç.

Хисеп тунăшăн, манса кайманшăн, кăмăллă кĕтсе илнĕшĕн хĕрарăмсем уява йĕркелекенсене чĕререн тав турĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика