19 сентября 2009 г.
«Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕ — районти кăтартуллă хуçалăхсенчен пĕри. Самана саккăрла çаптарнă тапхăрта йывăрлăха пăхмасăр малашлăх çулĕпе шанчăклăн утать вăл. Производство аталанать, пурлăх никĕсĕ пуянланать, ĕçлекенсен чĕринче ĕненÿ çуралать.
Фермер хуçалăхĕн тилхепи чăннипех те шанчăклă алăра. Ăна пуçаруллă та маттур ертÿçĕ – Мингазым Гельметдинович Шарафутдинов ертсе пырать. Фермер хуçалăхĕ хăйĕн паха ĕçĕпе ыттисем хушшинче те палăрма ĕлкĕрчĕ. Кунти ĕçченсем çĕннине алла илме ÿркенмеççĕ. Уй-хир культурисене япăх мар туса илеççĕ, тухăçлăхĕ те çулран çул ÿсет.
Çакăнпа çеç лăпланса лармасть хуçалăх. Хăйĕн никĕсĕ çинче вăл пĕлтĕр «Комсомоль-ские овощи» тулли мар яваплă организаци йĕркелеме пултарчĕ. Кĕске хушăрах вăй илсе,
хăйĕн клиенчĕсене тупрĕ. Пахча-çимĕç культурисемпе ĕçлет вăл. Районта вĕсем пек ĕçлекенни урăх çук та темелле. Унччен пахча-çимĕç культурисене ятарлă путвалсенче упранă, чылайăшне кĕркуннех сутса тупăш илнĕ. Хĕл каçарма çăмăлах мар-çке. Çакна шута илсе, пахча-çимĕçе ытларах упрама майсем тăвас тесе Мингазым Гельметдинович Йăлмахвара хранилище тума шут тытнă. Шутланă-тунă, темелле мар халь. Пысăк ĕçе пурнăçлама укçа-тенки чылаях кирлĕ. Паянхи саманара кун пек лару-тăруран çаврăнса тухма банк кредит парса пулăшни питех те курăмлă. Шутланă ĕçе вĕçне çитерме пултарни чăннипех те мухтавлă.
Çак кунсенче «Комсомоль-ские овощи» ООО пахча-çимĕç упрамалли çĕнĕ йышши хранилищĕне хута ячĕ. Пысăк склада (çапла тесех калас килет) ĕçе кĕртиччен чылай тар тăкма, ятарлă проект тума тивнĕ. Унсăрăн май çук. Çак хранилищĕне тунă çĕрте Оренбург хулинчи «Металлоконструкция» ООО ĕçченĕсем тăрăшнă. Унăн генеральный директорĕ — В.И.Семенов. Вăл тăрăшнипе ĕçе вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçланине килнĕ хăнасем хăйсем курса ĕненчĕç. Ĕçе кĕске вăхăтрах пурнăçланăшăн «Металлоконструкция» организаци ĕçченĕсене чĕререн тав турĕç.
Пахча-çимĕç упрамалли хранилищĕне уçма Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.Павлов, район пуçлăхĕ Г.Волков, РФ Перекет банкĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн директорĕ М.Ямалиев, «Слава картофелю» агрофирма генеральнăй директорĕ Х.Идиатуллин, çĕр улми туса илекенсен ассоциацийĕн ертÿçи А.Капитонов, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Г.Киргизов хутшăнчĕç. Кунта тĕлĕнмелли вара чылай пулчĕ. Хатĕр хранилищĕре пĕр вăхăтрах 800 тонна пахча-çимĕç упранма пултарать. Вĕсене хума ятарлă ещĕксем те хатĕрленĕ. Пахча-çимĕçе лайăх упрама пĕтĕмĕшле автоматпа усă кураççĕ. Температура, сивĕтесси, нÿрĕлĕх — йăлтах компьютер урлă йĕркеленет. Хĕллехи вăхăтра пахча-çимĕç çÿллĕ шайра упранасси пирки иккĕленÿ çук.
Хăнасем те, хуçасем те хранилищĕпе кăмăллă пулчĕç. Районта кун пекки урăх çук. Тен, çитес вăхăтра ыттисем те ун çине куç хывĕç. «Заказ пулсассăн, эпир сирĕн района татах та килме хатĕр», — пĕлтерчĕ «Металлоконструкция» ООО дирек-торĕ.
«Шаннă организаци ĕçе вăхăтра пурнăçларĕ. Икĕ уйăхран ăна хута яма пултартăмăр. Ку, паллах, савăнăç. Укçа-тенки те чылай тăкакланчĕ. Кредитпа тивĕçтернĕшĕн РФ Перекет банкĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн директорне М.Ямалиева, пулăшу кÿнĕшĕн, ăнланнăшăн партнерсене тав. Эпир вĕсен шанăçне тÿрре кăлартăмăр тесе шутлатăп. Халĕ ĕнтĕ кунта çитес вăхăтрах кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр упрама хуратпăр», — терĕ Мингазым Гельметдинович. «Комсомольские овощи» ООО кăçал 12 гектар çинче кишĕр, 25 гектар хĕрлĕ чĕкĕнтĕр çитĕнтернĕ. Кишĕр уйĕнче хĕрсех ĕç пырать. Сортлă вăрлăх хăйĕн паха çи-мĕçĕпе савăнтарать. Пурте пĕр пысăкăш, илемлĕ çитĕннĕ. Пăхса ытарма çук. Хĕрлĕ чĕкĕнтĕр те япăх мар тухăç парасса шанас килет.
Пуçламăш утăма тунă. Вăл хăйĕн тăкакне тупăшпа саплаштарассинче иккĕленÿ çук. Мĕншĕн тесен чăваш çĕрĕ çинче çитĕннĕ пахча-çимĕçе пур çĕрте те савăнсах туянаççĕ, кăмăллаççĕ.
Источник: "Каçал Ен"