Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВЕТЕРАНСЕНЕ ЧЫСЛАРĔÇ

13 мая 2009 г.

Кайнлăк ял поселенийĕнче вăрçă ветеранĕсене чыслăн сума сурĕç. Йăлмахвари вăрçă ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем митинга пуçтарăнчĕç. Ăна Кайнлăк ял поселенийĕн пуçлăхĕ С.Н.Журавлев уçрĕ.

Уяв ячĕпе саламласа ветерансен совечĕн председателĕ З.Н.Григорьева, «Дубрава» ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçи М.Г.Шарафутдинов сăмах каларĕç.

В.Н.Чаржов ветеран вăрçă вăхăтне аса илчĕ, ачасене лайăх вĕренме сĕнчĕ. Йăлмахва шкулĕнче вĕренекенсем концертпа саламларĕç.

Уява малалла Йăлмахвари тĕслĕх библиотекинче тăсрĕç. Чи малтанах «Энциклопедия Комсомольского района» кĕнекен презентацийĕ пулчĕ. Унпа З.Н.Григорьева тĕплĕн паллаштарчĕ. Тĕрлĕ сĕнÿсем пулчĕç, иккĕмĕш кĕнеки тухасса шаннине пĕлтерчĕç вĕсем. Ветерансем вăрçă вăхăтне аса илчĕç.

Тĕрлĕрен юрăсем юрларĕç, Вера Чаржова вара хăй çырнă юррине юрласа пачĕ. Йăлмахва тĕп шкулĕнче пионервожатăйра ĕçленĕ Л.М.Абусева вăрçă çинчен сăвă вуласа пачĕ.

Ветерансем çавра сĕтел хушшинче чейпе хăналанчĕç. Çакăн пек уяв туса панăшăн вĕсем чунтан савăнчĕç. Пурне те тав сăмахĕ каларĕç.

Çак мероприятие ирттерме М.Г.Шарафутдинов спонсорла пулăшу пачĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика