Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ИККĔМĔШ ВЫРĂНА ТИВĔÇНĔ

01 ноября 2008 г.

Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче 11-мĕш класра пĕлÿ пухакан Алена Тимофеева шашкăлла, шахматла выляма кăмăллать. Çак енĕпе вăл районти ăмăртусенче яланах малтисен ретĕнче. Республика шайĕнче те палăрма ĕлкĕрнĕ. Октябрĕн 21—24-мĕшĕсенче Алена Шупашкарта шахматла хăвăрт выляс енĕпе йĕркеленĕ ăмăртăва хутшăнса 20 çул тултарман спортсменсем хушшинче 2-мĕш вырăн йышăннă.

Октябрĕн 24—26-мĕшĕсенче Алена СССР спорт мастерне, шашка ăстине Л.П.Фомина халалланă Пĕтĕм Раççейри ăмăртăва хутшăнчĕ. Мари Эл Республикин, Чулхула, Ульяновск, Шупашкар хулисен спортсменĕсемпе вăй виçрĕ. Спорт мастерĕсемпе, кандидачĕсемпе тупăшрĕ Алена. Ăста выляса район хĕрĕ 2-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Аленăна Я.И.Тимофеев тренер хатĕрлет, шашка, шахмат вăййин ăсталăхне вĕрентет. Çитĕнÿсем пурри малалла ăмăртма хавхалантарать. Аленăпа Ярослав Иванович пĕрремĕш вырăна тивĕçме тĕллев лартнă. Çитес вăхăтра ытти ăмăртусене хутшăнмалла. Çамрăк спортсмена малашне те ăнăçу сунатпăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика