Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял уявĕ

18 июня 2008 г.

Асанкасси — хамăр тăрăхри чи пысăк ялсенчен пĕри. Канаш, Йĕпреç районĕсен чиккинче вырнаçнăскерĕн, тарăн çырми-çатри ÿпкелешмелĕх те, анлă уй-хирĕ савăнмалăх та, аслă вăрманĕ мăнаçланмалăх та пур. Паянхи куна илсессĕн Асанкасси пуян та хитре ял. Халăха кирлĕ таварпа тивĕçтерекен 4 лавкка, çыхăну уйрăмĕ, вăтам пĕлÿ паракан шкул, медицинăпа ветеринари пункчĕсем, культура çурчĕ — мĕн кирли йăлтах пур кунта. Килрен çĕнĕ илемлĕ çурт, хапха... 20 çул каялла район центрĕпе çыхăнтаракан асфальт çул сарнăшăн ватă çынсем халĕ те хĕпĕртеççĕ. Çуран çÿресе нумай терт-нуша курнăскерсене ăнланма пулатех çав. “Колхоз председателĕнче ĕçленĕ Геннадий Михайлович Георгиев пуçарăвĕпе тăрăшулăхне пула çак ырлăха курма тÿр килчĕ»,— теççĕ вĕсем. Асанкассисем иртнĕ канмалли кунсенче Акатуйăн пысăк уявне пуçтарăнчĕç. Кунта çуралса ÿснĕ, халĕ çĕршывăмăрăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакансем тăван яла килсе унăн уçă сывлăшĕпе, таса шывĕпе, вăрман илемĕпе киленчĕç. Уяв программинче художество пултарулăх концерчĕ, тĕрлĕрен вăйă, спорт ăмăртăвĕсем пулчĕç. Петĕр Ялкир сăвви тăрăх Иван Портнов кĕвĕленĕ “Савнă ялăм — Асанкасси” гимнпа культура çурчĕн хорĕ уява уçрĕ. Салам сăмахĕсем калама сцена çине сумлă хăнасем пĕрин хыççăн тепри тухрĕç. Шупашкар хулинчен Денис Викторович Гордеев çыравçă Светлана хĕрĕпе килсе çитнĕ. Паллă çыравçă ентешĕмĕрсене хăйĕн çĕнĕ кĕнекисене парнелерĕ. Комсомольскинчи сĕт-çу завочĕн директорĕ В.Н.Гордеев та пушă алăпа килмен. “Асаново” ял хуçалăх кооперативĕпе тачă çыхăну тытнăран унăн ертÿçине Н.М.Копташкина илемлĕ ÿкерчĕк парса чысларĕ. Юрра-ташша ăста çынсем чылай Асанкассинче. Сцена çинче чăваш, вырăс халăх юррисем шăранчĕç. Ирина Яковлева, Диана Карпова, Лидия Прокопьева тата ытти çамрăк артистсен пултарулăхне куракансем чылайччен алă çупса тав турĕç. Çичĕ теçетке урлă каçнă Юлия Суюкова пушкăртсен ташшине кăтартса пачĕ. Вăл пур концертра та хастар. Чунĕпе çамрăк Юля аппана пурте юратаççĕ.

Уява йышлăн пуçтарăнма асанкассисен тепĕр сăлтав та пур иккен. Ял пуçланса кайнăранпа 400 çул çитнине палăртма истори учителĕнче чылай çул ĕçленĕ В.И.

Озеров пенсионер нумай тăрăшнă. Вăл хатĕрленĕ доклада пурте тимлĕн итлерĕç. Ял еплерех пуçланса кайни, унăн аталанăвĕн çул-йĕрĕ, паллă çынсем çинчен кашниех пĕлеймест, паллах. Василий Иванович калаçăвĕнчен нумай çĕннине илтрĕмĕр.

Сăмахран, чылай çул каялла ĕçпе чапа тухнă О.П.

Петрова свинарка, М.М.Зайцев, И.П.Карпов бригадирсем Мускаври ял хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкине кайса курма тÿлевсĕр путевкăна тивĕçнĕ.

Асанкасси ялĕ хăйĕн паттăрĕпе, Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăнса Совет Союзĕн Геройĕ пулса тăнă Федор Николаевич Черновпа, чăннипех те мăнаçланать.

Хальхи вăхăтра та “Асаново” ЯХПК ĕçченĕсем районта малта пыраççĕ. Л.Чижикова, Л.Козлова, С.Владимирова дояркăсем ку енĕпе питĕ пултаруллă.

Уявра савăнма сар хĕвелĕ хăйĕн ăшшине пĕртте хĕрхенмерĕ. Кашнинех савăк кăмăл парнелерĕ. Уяв пурин кăмăлне те кайрĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика