Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВЕТЕРАНСЕМ ХИСЕПЕ ТИВĔÇ

17 мая 2008 г.

Асанкассинче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă тăватă салтак пурăнать. Çĕнтерÿ кунне палăртса ял поселенийĕн администрацийĕпе культура ĕçченĕсем, учительсемпе шкул ачисем, ял çыннисем И.С.Храмов, В.А.Петухов, В.З.Захаров, С.Н.Ермолаев ветерансене саламлама, вăрçăра вилнисене пуç тайма палăк умне пуçтарăнчĕç. Вăтам шкулта пĕлÿ пухакан Н.Митюкова, Д.Карпова сăвăсем каларĕç. Культура çурчĕн илемлĕх ертÿçи Е.Маштанова вăрçă çулĕсен чуна тыткăнлакан, куçран куççуль кăларакан юррисене шăрантарчĕ.

Шел пулин те, пирĕн ветерансем палăк умне пурте çитеймерĕç. Вĕсене саламлама çамрăк ăру З.Д.Петухова, Е.А.Терентьева педагогсем ертсе пынипе килтен киле çÿрерĕ. И.С. Храмов, В.А.Петухов ватă салтаксем хăнасене тарават пулчĕç. Юлашки вăхăтра сывлăх хавшанине пула чĕннĕ çĕре çитейменшĕн пăшăрханса калаçрĕç. Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе панă Президентăн пысăк парнишĕн питĕ савăнчĕç.

Е.А.Терентьева чылай çул каялла пулса иртнĕ ĕç çинчен аса илчĕ. Çамрăк учитель пÿрт туянма кивçенле Иван Семенович Храмовран укçа илнĕ. Паянхи кун та Елена Анатольевна çакна манаймасть. Хăйне ырă тунă çынна кĕпе тăхăнтартрĕ.

Хырхĕрри ял поселенийĕнче те Çĕнтерÿ уявне анлăн паллă турĕç. Шел пулин те, ку тăрăхра вăрçă ветеранĕсем юлмарĕç. Ял поселенийĕн пуçлăхĕ А.Н.Воробьев тыл ĕçченĕсене саламласа парнесем пачĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика