Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĂСТАЛĂХА ТУПТАÇÇĔ

05 декабря 2007 г.

Район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн хушма пĕлỹ паракан центрĕ çумĕнче шкул ачисем валли тĕрлĕрен кружоксем ĕçлеççĕ. Вĕсен шутĕнчи "Техника моделĕсем ăсталасси" кружок вара Асанкасси тата Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕсенче чылайранпа В.Салаев, В.Константинов ертсе пынипе хăйĕн тивĕçне ăнăçлă туса пырать. Ачасене сывлăша хăпарма пултаракан модельсем уйрăмах кăсăклантараççĕ. Хут çĕлен тума пикениччен кружок членĕсем чертежсемпе паллашаççĕ, унтан ăсталаççĕ те, вĕçтерсе пăхаççĕ. Чи çỹлте тата вăрахчен тытăнса тăраканнисем районти фестивале хутшăнаççĕ. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче республикăри шкул ачисем хушшинче спортпа техника енĕпе А.Г.Николаев летчик-космонавт кубокне çĕнсе илессишĕн IV-мĕш Спартакиада пырать. Хут çĕленсен фестивалĕ - унăн пĕр енлĕ ăмăртăвĕ. Вăл юпа уйăхĕнче Çĕнĕ Шупашкарта иртрĕ. Пирĕн районти çамрăк моде-листсен пĕрлешỹллĕ команди унта хутшăнса 18 ушкăн хушшинче 4-мĕш вырăна тухрĕ. Асанкассинчи Павел Данилов (10 кл.) пĕр номинацире 3-мĕш пулчĕ, дипломсене тивĕçрĕ. Тĕрлĕ ỹсĕмри ачасем кружока çỹресе ăсталăха туптаççĕ, шухăшлава аталантараççĕ, тавракурăма ỹстереççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика