Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВЫРĂНТИ ДЕПУТАТСЕНЕ ТЕ СУЙЛАНĂ

05 декабря 2007 г.

Патшалăх Думин депутачĕсене суйланă вăхăтрах районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсене те, хăшпĕр ял поселенийĕсен депутачĕсене те суйларĕç. Районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕн кандидачĕ, "Комсомольскинчи РСУ" хупă акционер обществин директорĕ Владимир Васильевич Максимов Комсомольски 3-мĕш номерлĕ суйлав округĕпе чи нумай сасă пухнă. Уншăн 495 çын (суйлава хутшăннисен 55,62 проценчĕ) сасăланă. Тепĕр кандидат Александр Алексеевич Абрамов 349 сасă (суйлава хутшăннисен 39,21 проценчĕ) пухнă. Комсомольски ял поселенийĕн депутачĕсен пухăвĕнче Ирина Германовна Белобаева Комсомольски 7-мĕш номерлĕ округра пурăнакансен шухăшне пĕлтерĕ. Уншăн 93 çын сасăланă. Ку вăл - суйлава килнисен 50,82 проценчĕ. Асанкасси ял поселенийĕн депутатсен пухăвĕнче малашне Геннадий Михайлович Яковлев пулĕ. Вăл Асанкасси 10-мĕш номерлĕ суйлав округĕнче чи нумай сасă пухнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика