Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АСАНКАССИНЧИ ĂМĂРТУРА

28 ноября 2007 г.

Ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе иртекен республика шайĕнчи ăмăрту кăçалхипе 17-мĕш хут Асанкассинче иртрĕ. Çак турнира ку ялта çуралса ỹснĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнса Совет Союзĕн Геройĕ ятне илнĕ Федор Чернова халаллаççĕ. Малтанхи 5 хутĕнче ăмăрту район шайĕнчи çеç пулнă пулсан, халĕ кунта Чăваш Енрен кăна мар, Ульяновск облаçĕнчен те килеççĕ. Çивĕч кĕрешĕве тухма кăмăл тунисем Йĕпреç, Канаш районĕсенчен ытларах пулни палăрчĕ. Пирĕн тăрăхри Аслă Чурачăк, Тăманлă Выçли, Асанкасси, Комсомоль-ски 1-мĕш вăтам тата Анат Ти-мĕрчкасси тĕп шкулĕсен командисем çулсеренех пысăк активлăхпа палăраççĕ. Ăмăрту пуçланиччен РФ Патшалăх Думин депутачĕ, ЧР ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен федерацийĕн президенчĕ П.Семенов сăмах илчĕ: - Спорт çынна сывлăх, хавхалану, илем кỹрет. Раççей Президенчĕ В.Путин, Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров физкультурăна мĕн ачаранах юратнă. Халĕ çĕршывра спорта аталантарас тĕлĕшпе нумай-нумай ĕç туса ирттереççĕ. Пирĕн республикăра çĕнĕрен çĕнĕ спорт комплексĕсем хута яраççĕ. Иртнĕ çулта вĕсен шучĕ 6 çитнĕ, халĕ 5 тумалла, 2010 çулччен 30 çитерме палăртнă. Сумлă хăнасем пĕрин хыççăн тепри ачасене, каччăсене ăнăçусем, малашне те пултаруллă, хастар пулма ырă сунчĕç. Хăнасем йышĕнче - ЧР ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен аслă тренерĕ, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ, ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.Семенов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен тĕнче класлă спорт мастерĕ А.Трофимов, "Слава картофелю" агрофирма пуçлăхĕ А.Капитонов, "Асаново" ЯХПК ертỹçи Н.Копташкин, район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕ çак ăмăртусене яланах спонсор пулса призсемпе, парнесемпе тивĕçтереççĕ. Асанкасси вăтам шкулĕн директорĕ Н.Чумаков ăмăрту ирттерме кирлĕ условисем пĕтĕмпех туса панă. Столовăйра А.Чапрасова тата О.Стасюк поварсем тутлă апат-çимĕç ха-тĕрленĕ. В.Тимофеева предприниматель фойере буфет йĕркеленĕ, культура çурчĕн директорĕ И.Портнов "Тăван ен" юрра илемлĕн шăрантарни, В.Григорьева фельдшер сывлăх хуралĕнче тăни çамрăк спортсменсен, куракансен, ытти хăнасен кăмăлне çĕклерĕ. Ăмăрту çỹллĕ шайра, пĕр кăлтăксăр ирттĕр тесе хатĕрленнĕ. Çивĕч кĕрешỹ вăраха пычĕ. Урамра каç сăнĕ çапсан çеç вĕçленчĕ вăл. Вăййăн саккунĕ çапла: вăйлисем çĕнтереççĕ. Пăшăрханмалли те, савăнмалли те, кулăшли те пайтах пулчĕ çак самантсенче. Кашниех шăла çыртса пĕтĕм вăйран кĕрешет. Курса ларакансене те çăмăлах мар çав. Кăшкăрса хавхалантарни, вĕрентсе ятлани пур çĕрте те илтĕнсе тăчĕ. В.Денисов (Анат Тимĕрчкасси), Ю.Емельянов (Тăманлă Выçли), Н.Краснов (Комсомольски), Г.Петухов, В.Яндров (Асанкасси) тренерсен пăлханăвĕ сăн-питрех палăрать. Ара, вĕсен ĕçĕн хакне кăтартать-çке паянхи кĕрешỹ. Ăмăрту вĕçнелле тата йывăртарах иккен: вăй-хал чакать, унтан-кунтан ыраткалани те пулать, хăвна хăв алăра тытма пĕлмелле. Пĕтĕмлетỹсем тунă хыççăн çакă палăрчĕ: республика чемпионĕ ятне 63 килограмлисен йышĕнче Асанкасси ачи Коля Миронов çĕнсе илчĕ. Улăп пек паттăрскер, вăйлăскер, 8-мĕш класра çеç вĕренет-ха вăл. Ăсталăхĕпе, вăйĕпе пĕлсе усă курса кĕрешрĕ çамрăк спортсмен. Унпа пĕрле ял-йыш, тăванĕсем, юлташĕсем калама çук хĕпĕртерĕç. Тепĕр пултаруллă кĕрешỹçĕ - Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕнче вĕренекен Максим Анисимов. 38 килограмлă виçеллисенчен I-мĕш вырăна тухса чемпион пулса тăчĕ. Ытти виçесенче Канаш, Йĕпреç спортсменĕсем çĕнтерỹçĕсем пулчĕç. II-мĕш вырăна тивĕçнисен шутĕнче пирĕн ентешсем чылай пулни савăнтарать. Вĕсем - Анат Тимĕрчкассинчи Степан Данилов (42 кг), Асанкассинчи Витя Максимов (50 кг), Тăманлă Выçлири Дима Краснов (58 кг), Артем Фадеев (63 кг). III-мĕш вырăн хуçисенчен каçалсем - улттăн, Андрей Артемьев - 32 кг (Анат Тимĕрчкасси), Дима Рипанов - 42 кг (Асанкасси), Сергей Малышев - 50 кг (Комсомольски), Ярослав Крылов - 58 кг (Аслă Чурачăк), Сергей Тумаков - 63 кг (Тăманлă Выçли), Борис Рябин - 68 кг (Асанкасси) виçесенче палăрчĕç. Çĕнтерỹçĕ ятне илейменнисем çитес çулхи ăмăртăва тĕп-лĕн хатĕрленме тĕллев лартрĕç. Мала тухнисем медаль, диплом, парнесем илсе чунтанах хĕпĕртерĕç. Мĕн чухлĕ тар кăларни, вăхăта шеллемесĕр ха-тĕрленни сая каймарĕ! Тăрăшмасăр, вăй хумасăр çитĕнỹ пулмасть. Спорт вара çирĕп, хăюллă, патвар пулма хистет, яваплăха туйма вĕрентет. Çакна тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ те ĕнтĕ ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ăмăртăвĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика