29 августа 2007 г.
"Асаново" ял хуçалăх кооперативĕнче уй-хир ĕçĕсем ăнăçлă пыраççĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсене пуçтарса илеççĕ, улăма преслаççĕ, сухалакан тракторсем те ĕçлеççĕ, кĕр тыррисем акаççĕ. Кăçал хуçалăх 700 яхăн гектар çинче тырпул çитĕнтернĕ. Уйрăмах кĕр тыррисен тухăçĕ аван. Пĕр хиртен кашни гектартан 36 центнер тырă тухнă. Комбайнсемпе ытларах çемье экипажĕсем тăрăшаççĕ. Василий Кирилловпа ывăлĕ Валерий, Владимир Кузьминпа ывăлĕ, йĕкĕрешсем Дениспа Дмитрий Ивановсем (вĕсем Çĕрпỹри ялхуçалăх техникумĕнче вĕренеççĕ), Юрий Яндров ачипе, Павел Семеновпа Александр Прокопьев хăйсене шаннă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Василий Максимов, Анатолий Никифоров водительсем хиртен йĕтем çине тырă турттараççĕ. Йĕтем заведующийĕ Геннадий Маргиданов унти ĕçе пĕлсе йĕркелет. Кунта ĕç чарăнса тăмасть. Тырра тасатнипе пĕрлех вăрлăх та хывса пыраççĕ. Кĕр тыррисем акма та çĕр хатĕрленĕ. Ăна кăçал 200 гектар ытла акса хăварма палăртнă. Вăрлăх çителĕклĕ. Çĕр хатĕрленĕ çĕрте Валерий Катмаков механизатор тăрăшнă. Андрей Беловпа Альберт Языков акаççĕ. Хăмла 7 гектар йышăнать. Унта та ĕçсем пыраççĕ. Хуçалăх 2800 тонна сенаж, 400 тонна утă хатĕрленĕ.
Источник: "Каçал Ен"