09 июня 2007 г.
Асанкасси вăтам шкулĕнче çуллахи вăхăтра кашни çулах "Асамат кĕперĕ" кану лагерĕ ĕçлет. Ача çулталăкĕнче лагерьте тĕрлĕ çулсенчи 55 вĕренекен сывлăхне çирĕплетет. Кунта 3 отряд: "Ералаш", "Солнышко" тата "Клубничка". Шкулти лагере уçнă самант пурин кăмăлне те кайрĕ. Речевкăсем каласа отрядсем савăнăçлă линейкăна пуçтарăнчĕç. Ачасене шкул директорĕ Николай Чумаков лагерь уçăлнă ятпа саламларĕ, каникулсене усăллă ирттерме, лайăх канма сунчĕ. Лагерь ялавне иртнĕ çулхи активистсем - Катя Школьниковăпа Настя Павлова çĕклерĕç, горнпа параппан сасси смена уçăлнине пĕлтерчĕ. Уяв малалла вăрман уçланкинче тăсăлчĕ. Ачасем сăвăсем вуларĕç, юрларĕç, тĕрлĕ конкурссемпе вăйăсене хутшăнчĕç. Праçник хĕрсе пынă чух тĕмсем хыçĕнчен Кахал сиксе тухрĕ, ку роле Оксана Павлова питĕ лайăх вылярĕ. Смена вĕçлениччен вĕренекенсем ăна ĕçлеме вĕрентме сăмах пачĕç. Маша Михайловăпа Лена Салаева лагерьти туслă пурнăç çинчен такмаксем шăратрĕç. "Вместе весело шагать" юрăпала ачасем уявран хаваслăн саланчĕç.
Источник: "Каçал Ен"