Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пристав ачана вилĕмрен çăлнă

11 мая 2007 г.

Республикăри суд приставĕсем пĕлтĕр – 37,5 пин, кăçалхи пĕрремĕш кварталта 12 пин суд процесĕнче хăрушсăрлăха тивĕçтернĕ.  Çавăн пекех иртнĕ çул – суд йышăнăвĕсене пурнăçлассипе çыхăннă 49 пине яхăн ĕç, кăçалхи пĕрремĕш кварталта 15,5 пин ĕç пурнăçланă.

Çапах сыхлăх тени суд приставне професси тивĕçне пурнăçланă вăхăтра çеç мар, ытти чух та кирлĕ. Çакнашкал тĕслĕх нумаях пулмасть Комсомольски районĕнче пулнă – пристав ачана вилĕмрен çăлнă.

Пĕчĕк Боря çыран хĕрринче вылянă. Асăрханайман  - шыва ÿкнĕ. Юрать-ха вăл кăшкăрнине ял çынни илтнĕ. Вăл шăпах Комсомольски районĕн суд приставĕсен пайĕн ĕçченĕ 29 çулти Дмитрий Портнов пулнă. Вăл çав шăматкун пахчара ĕçленĕ. Ача кăшкăрнине илтсен çухалса кайман, карта урлă сиксе каçнă та пĕве еннелле чупнă. Шыври ачана курсан тумтирĕпех унта сикнĕ, Борьăна çăлса хăварнă.

Путасран çăлса хăварнă Борис Иванов  3 çулта кăна. Паллах, унăн çывăх çыннисем Дмитрие тав тăваççĕ. Асанкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ те Д.Портнова та тунă.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика