Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВОЛЕЙБОЛ ТУРНИРĔ ЙĂЛАНА КĔНĔ

28 февраля 2007 г.

Асанкасси вăтам шкулĕн спортзалĕнче Г.Н.Рипанов ячĕпе волейбол турнирĕ ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал та вăл февралĕн 23-мĕшĕнче пулчĕ, пиллĕкмĕш хут иртрĕ. Спорт уявне район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков уçрĕ, спортсменсене ăнăçу сунчĕ. Вĕрентỹ управленийĕн спорт енĕпе ĕçлекен специалисчĕ Е.А.Тихонов, ял поселенийĕн пуçлăхĕ А.В.Озеров, Гурий Назаровичпа пĕрле службăра тăнă, халĕ ачасене истори предметне вĕрентекенĕ В.И.Озеров, çавăн пекех Г.Рипановăн йăмăкĕ Р.Н. Белкова сăмах илчĕç. Вĕсем пурне те уяв ячĕпе саламласа волейбол турнирĕнче çĕнтерме сунчĕç. Çак ăмăртăва волейболистсен тăватă команди хутшăнчĕ. Вĕсем: Йỹç Шăхаль, Комсомольски, Нĕркеç, Асанкасси ялĕсен командисем. Волейбол площадкинче хĕрỹ тытăçусем пуçланчĕç. Спортсменсене пĕрне те çăмăл пулмарĕ. Командăсем кашиниех аван, вăйлă выляççĕ. Çапах та комсомольскисене çитекенни пулмарĕ. Вĕсем пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕ-мĕш вырăнсене нĕркеçсемпе йỹçшăхальсен командисем пайларĕç. Волейбол турнирне Асанкасси вăтам шкулĕн физкультура учителĕ Г.Н.Петухов йĕркелесе пычĕ. Хăйсен ентешне, пултаруллă летчик-испытателе Г.Н.Рипанова манса кайманни савăнтарать. Унăн пурнăçĕ тăван çĕршывшăн, авиаци пуласлăхĕшĕн вăхăтсăр татăлнă. Ăна сума сумаллах. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика