Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĔЛЛЕВСЕМ ПЫСĂК

17 февраля 2007 г.

 - Пĕрле тăрăшса ĕçлесен çеç çитĕнỹ тума пулать,- палăртрĕ "Асаново" ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ Н.М.Копташкин отчетлă доклада пуçланă май. Пĕччен, иккĕн-виççĕн вăй хунипе хуçалăхра ĕçсене пурнăçлаймăн. Кооперативри ĕçченсем çурхи ака-суха ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçланă. Вăрлăхне виçĕмçулах пахалăхлă хатĕрленĕ. Çакă 2006 çулхи тухăç çине витĕм кỹнĕ. Çĕрсен пахалăхĕ хăйне евĕрлĕ пулнипе уй-хир отраслĕпе кооператив мухтанмах пултараймасть. Пухура çав енĕпе калаçу çивĕч пулчĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе вара кăтартусем лайăх. Енчен те хуçалăх пĕлтĕр 16 миллион ытла тенкĕлĕх продукци туса илсе сутнă пулсан, унтан 14 миллион тенкине шăпах ферма панă. Услам та выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче вăй хуракансен тăрăшулăхĕнчен килнĕ. Вĕсенчен çеç те мар пулĕ. Выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте механизаторсем те, хуçалăхри ытти ĕçченсем те тăрăшнă. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ тупăш панине шута илсе хуçалăх ертỹçи Н.М.Копташкин унти кăтартусем çинчен тĕплĕнрех чарăнса тăчĕ. Пур кăтартусем те виçĕмçулхинчен аванрах. Кооператив 2006 çулта пурĕ 686 центнер аш-какай, 8533 центнер сĕт туса илнĕ. Ĕнесем вăтамран кашни 5577 килограмм сĕт антарнă (районта иккĕмĕш кăтарту). Халăхран сĕт пуçтарас енĕпе те виçĕмçулхинчен лайăхрах ĕçленĕ. Мăйракаллă шултра выльăх йышне, вăл шутран ĕнесене те ỹстернĕ. Ют çĕршывра туса кăларнă сĕт провочĕ туянса вырнаçтарса лартни продукцие лайăх пахалăхлă тума май панă. Сĕт, тĕпрен илсен, пысăк сортпа сутăннă. Иртнĕ çул кооператив выльăхсем валли 2838 тонна сенаж, 600 тонна утă хатĕрленĕ. Хуçалăх ĕçлекенсене вăхăтра ĕç укçи тỹлесе пырать. Налуксем тата ытти фондсен умĕнче парăмсем çук. Пурлăх никĕсне çĕнетсе пымасăр малашлăх пулмĕ. Çавăнпа кивелнĕ техника хатĕрĕсем вырăнне çĕннине туянаççĕ. Иртнĕ çул кунта сепаратор, транспортер, погрузчик, жатка тата ытти оборудованипе техникăсем туяннă. Йĕтем территорине асфальт сарнă. Председателĕн те, специалистсен те тĕллевсем пысăк. Уй-хиртен, выльăх-чĕрлĕхрен ытларах продукци илсе услам виçине ỹстермелле. Çакă вара ĕç укçине пысăклатма та, пурлăх никĕсне çирĕплетме те май парать. Кăçал хуçалăх çĕнĕ комбайн туянасшăн. Кооперативра усă курман çăлкуçсем пур. Çакна район пуçлăхĕн çумĕ Г.М.Киргизов та палăртрĕ. Паянхи кун çĕрулми тухăçлă продукци шутланать. Асанкассисемшĕн ăна 30 гектар çинче çеç çитĕнтерни çителĕксĕр. Çак шухăшсене палăртрĕ вăл. Агропромышленноçра ĕçлекенсен профсоюзĕн райкомĕн председателĕ Ю.С.Тимофеев тухса калаçрĕ. Вăл "Асаново" ял хуçалăх кооперативĕн кăтартăвĕсене районти ытти хуçалăхсемпе танлаштарса кăтартрĕ, ĕçри хăрушсăрлăх ыйтăвĕ çинче чарăнса тăчĕ. Пухура хуçалăхри профсоюз комитечĕн председательне тата совет членĕсене суйларĕç. Пĕтĕмĕшле мĕн каламалла-ха? Иртнĕ çул ку хуçалăх хирĕсенчи хăшпĕр культурăсем çутçанталăк пулăмне пула сиен курнă. Çавăнпа та тухăç та пысăках мар. Çавăн пекех выльăх-чĕрлĕх витисен çивиттисенçил-тăвăл çĕклесе ывăтнă. Вĕсене юсаса та тăкак чылай пулнă. Кăçал "Асаново" ял хуçалăх кооперативĕ татах та ăнăçлă ĕçлесе пырĕ. Çавăн валли пултаруллă ĕçченсем, хастар специалистсем, пурлăхпа техника никĕсĕ те пур.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика