Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЛАЙĂХ ЕННЕ УЛШĂНУСЕМ ПУР

03 февраля 2007 г.

ЧР Президенчĕ "Çĕнĕ шкул" программăна йышăнса вăл ĕçе кĕнĕренпе 10 çул çитрĕ. Çак вăхăтра шкулсенче мĕнле улшăнусем пулнă( Вĕрентỹ, воспитани шайĕ лайăхланнă-и? Çакă тата ытти ыйтусене пĕтĕмлетесси пырать вĕренỹ заведенийĕсенче. Эпир Асанкасси вăтам шкулĕнче пултăмăр. "Шкул ырă енне улшăнни, патшалăх пулăшăвĕ илни аванах туйăнать. Хамăр та алă усса ларман, тăрăшнă",- палăртрĕ шкул директорĕ Н.И.Чумаков ĕç-хĕлпе паллаштарнă май. Унăн докладне итленĕçе-мĕн, шкул пурнăçĕпе паллашнă хыççăн çакна çирĕплетсех калама пулать. Шкул никĕс шкулĕ пулса тăнă, пурлăх никĕсĕ пуянланнă, вĕренỹ хатĕрĕсем чылай килнĕ. Çакă вĕрентỹ пахалăхне туллин çирĕплетме май панă. Акă, иртнĕ çулхи вĕренỹ çулне питĕ лайăх паллăсемпе вĕçленĕ, 11 ача районти олимпиадăсенче мала тухнă. Районта чи малтан асанкассисем шкул çулне çитмен ачасенчен кĕске вăхăтлăх вĕренỹ класĕсем туса хунă. Шкулта попечительсен совечĕ, методика канашĕ, ача-пăча обществăлла организацийĕ ĕçлет. Кунта ачасем халĕ те "Трактор" предметне вĕренеççĕ. Уроксем хыççăн вĕренекенсене тĕрлĕ кружоксем кĕтеççĕ. Виçĕмçул 2 класранах акăлчан тата информатика предмечĕсене вĕрентессине йĕркеленĕ. Шкулта 16 компьютер пур. Ачасем ĕç урокĕсенче мастерскойра йывăçпа, тимĕрпе ĕçлеме вĕренеççĕ. Пурлăх бази те çирĕп. Трактор, автомашина пур. Информатика кабинечĕ, спортзал, стадион ачасене вĕренме, пултарулăхне аталантарма та пулăшаççĕ. Шкул çумĕнче пахча, сад пур. Унта тулăх çимĕç çитĕнтереççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ шкул пахчи республикăри конкурсра та 1-мĕш вырăн йышăннă. Конкурссем тенĕрен, вĕсем районта, республикăра иртекен пĕр мероприятирен те юлмаççĕ. Юлмаççĕ çеç мар, конкурссенче, фестивальсенче, спорт ăмăртăвĕсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Директора шкул ачисен шучĕ пăртак чакни пăшăрхантарать. Халĕ 182 ачана 26 вĕрентекен пĕлỹ парать. Учительсен вăтам çулĕ 45 çул. Ачасене "Раççей тава тивĕçлĕ учителĕ", "Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕсем" виççĕн, "Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ" ята çĕнсе илнисем вĕрентеççĕ. 4 вĕрентекен аслă категориллĕ. Ачасен паллăшăн (оценкăшăн) çеç вĕренмелле мар. Чи малтанах пĕлỹшĕн тăрăшмалла",- палăртрĕ Николай Иванович. Ачасен вĕренỹ шайĕпе директор çумĕ А.М.Копташкина паллаштарчĕ. Шкулти ачасенчен чылайăшĕ пĕлỹ патне туртăнать. Нумаях мар пулин те, "уксахлакансем" те пур-ха. Альбина Ивановна чылай цифра илсе кăтартрĕ. Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Ачасем уроксене час-часах сиктерни çинчен пăшăрханса каларĕ. Кунсăр пуçне, вĕренекенсенчен чылайăшĕ шкула кĕсьене чиксе çỹремелли телефонсемпе килнине, вĕсем вĕренме чăрмантарнине палăртрĕ. Завуча та, директора та шкулта пирус туртакан ачасем пурри те сисчĕвлентерет. Ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ те пĕр вăхăтра иртнĕ май, вĕсене хăйсен ачисем пушă вăхăта мĕнле ирттернипе интересленмеллине палăртрĕç. Клубра нумай çỹрени те ачасене çителĕклĕ çывăрса канма, шкулта кирлĕ пек вĕренме чăрмантарни пирки чарăнса тăчĕç. Пухура тата чылай ыйту тавра калаçу пулчĕ. "Ĕçлетпĕр-ха, тăрăшатпăр, анчах та вăй хумалли татах та пур",- терĕ Н.И.Чумаков. Шкул малалла ăнтăлни, ачасемшĕн, вĕсене вĕренме кирлĕ условисем туса парассишĕн тăрăшни паха. Пуху ĕçне районти вĕрентỹ пайĕн представителĕ А.А.Яковлев хутшăнчĕ, сăмах илсе коллектива ăнăçу сунчĕ. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика