Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çыравăн пĕлтерĕшĕ пысăк

26 октября 2021 г.

Вунă çулта пĕр хутчен пулакан çыравăн пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк. Унăн тĕллевĕ, паллах, çĕршывра пурăнакансен шутне пĕлесси çеç мар. Çырав вăхăтĕнче пухнă информаци малашлăхра патшалăхăн экономика тата социаллă пурнăç аталанăвĕн тĕп çул-йĕрне палăртмалли çăлкуçсенчен пĕри пулса тăрĕ.
Çавăнпа та çырава кашни çын хутшăнни пĕлтерĕшлĕ. Ыйтусем çине хуравлама йывăр мар. Çамрăксем те ваттисем те кĕске вăхăтра ыйтусене хуравлаççĕ. Районти çырав ирттерес енĕпе ĕçлекен Надежда Александрова уполномоченнăй пĕлтернĕ тăрăх çырав вăхăтĕнче ăнланманлăх тата кĕтменлĕх пĕрре те пулман. Çыравçăсем палăртнă участоксенче çынсемпе тĕл пулаççĕ, çырав пункчĕсенче ял çыннисене йышăнаççĕ, нумайăшĕ Пĕрлехи порталта ыйтусем çине хуравлать. Кайран вара çыравçăсене QR-код çеç кăтартать.
— Çĕнĕлĕхсене хапăл тăвакансем, çырава çĕнĕлле хутшăнаççĕ. Ыйтусем çине Пĕрлехи порталта хуравлаççĕ. Çакна пурнăçлама 20 минутран ытла кирлĕ мар, тата çемьери ытти çыншăн та ыйтусене хуравлама май пур, — пĕлтерчĕ Надежда Витальевна.
Паянхи куна илес пулсассăн, çыравçăсем хăйсен ĕçне пĕлсе тата пахалăхлă пурнăçлаççĕ. Вĕсем кашни киле çитеççĕ, ыйтусем параççĕ. Акă, Урмаел ялĕнче пурăнакан Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ, 8 ача ашшĕ, Минатулла Миначевич Зиатдинов 95 çулта пулин те, Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн ыйтăвĕсем çине хапăлласах хуравланă.
— Кашни çыннăн хуравĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп. Кашни хăй хăш наци çынни иккенне тĕрĕс палăртмалла. Эпир мĕнле хурав панинчен çамрăк ăрăвăн малашнехи пурнăçĕ епле пуласси куç кĕретех ĕнтĕ, — терĕ Минатулла Миначевич.
Инна Ядрова,
ЧР Хĕрарăмсен Канашĕн районти уйрăмĕн председателĕ:
— Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ — пĕлтерĕшлĕ пулăм. Çавăнпа та ăна пурин те яваплăха туйса, хăйĕн тивĕçĕ пулнине ăнланса хутшăнмалла. Эпĕ, сăмахран çырав пуçлансассăнах социаллă пурнăçпа, демографипе, пурăнмалли условипе çыхăннă ыйтусем çине патшалăх Пĕрлехи порталĕнче хуравларăм. Кун пек туни меллĕрех те, хăвăртрах та иккен. Чи кирли QR-кода çеç сыхласа хăвармалла. Вăл киле çыравçă килсен çырава хутшăннине çирĕплетме кирлĕ.
Çырав вăхăтĕнче пухнă информаци малашлăхра патшалăхăн экономика тата социаллă пурнăç аталанăвĕн тĕп çул-йĕрне палăртмалли çăлкуçсенчен пĕри пулса тăрĕ. Апла тăк çырава хутшăнакан кашни çын çĕршыв историне çырма, пулас ăрăвăн кун-çулне палăртма тÿпе хывни пулĕ.
Юрий Лукиянов,
Чĕчкен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
— Эпир хамăр ял тăрăхĕнче Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне чылай маларах хатĕрленме пуçланă. Ялсен урамĕсенчи çурт-сем çинче номерсем пуррипе çуккине, вĕсем мĕнле пахалăхлă пулнине тĕрĕслерĕмĕр. Ятарласа çĕнĕ номерсем тутарса çуртсем çине çакрăмăр. Çакă çыравçăсен ĕçне чылай çăмăллатма пулăшрĕ.
Халăх çыравĕ çынсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп. Вăл мĕнле пынипе интересленсех тăратăп. Хам та унта пĕрремĕш кунĕнчех хутшăнтăм. Çыравçăсем каланă тăрăх пирĕн ял тăрăхĕнче пурăнакансем ыйтусем çине çăмăллăнах хуравлаççĕ.
Çырав пĕтĕмлетĕвĕсем ял çыннисен пурнăçĕн шайне лайăхрах пĕлме май парĕç. Вĕсене тĕплĕн тишкерсен яла аталантарма та, тен, пулăшу ытларах уйăрĕç. Халăха çырава ăнланса хутшăнма чĕнсе калатăп.
А.АНТОНОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика