Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вакцинациленни чиртен сыхлать

16 июля 2021 г.

Коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче вакцинаци ыйтăвне хускатнă. Юлашки вăхăтра  вакцинаци тăвакансен йышĕ    ÿснĕ. Шел те, аслă ÿсемрисен хушшинче ку хисеп чакнă.   60 çултан  иртнисен 90 процентне прививка тумалла. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев мерăсем йышăнма ыйтнă, мобильлĕ пунктсемпе бригадăсен ĕçне вăйлатмалла, вĕсен шутне ÿстермелле, ĕç вăхăтне тăсмалла.

«Пур ватă та больницăна çитеймест, çавăнпа та хăйсем патне  каймалла, е вакцинаци  пунктне çитме майсем туса памалла», — палăртнă вăл.  Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир  Степанов пĕлтернĕ тăрăх, республикăра 187668 çын прививка  тутарнă,  вĕсенчен 77358-шĕ — 60 çултан аслăраххисем. 126 пин çын вакцинацие вĕçленĕ.  Пирĕн районта та çынсене  вакцинацилес ĕçе йĕркеленĕ. Граждансем районти тĕп больницăра, пĕтĕмĕшле практика офисĕнче прививка тума май пур. Çавăн пекех ялсемпе саласене мобильлĕ ушкăнсем те тухса çÿреççĕ. Паянхи куна 4254 çын  пĕрремĕш вакцинăна тутарнă, 3075 çын  вакцинацие вĕçленĕ.

«Ыттисем те вĕсенчен тĕслĕх илсе прививка вăхăтра тутарасса шанатпăр. Пурте пĕрле вакцинациленсен çеç эпир усал чире çĕнтерме пултарăпăр», — терĕ Татьяна Жукова терапевт. 

Коронавирусăн çĕнĕ штамĕсем сарăлнăран больницăна лекекенсен чир çав тери йывăр иртнĕ пирки те асăрхаттараççĕ тухтăрсем.  Шăрăх çанталăк та сиплеве япăх витĕм кÿрет.   Районта чирлекенсен йышĕ те юлашки вăхăтра ÿснĕ. Паянхи куна 17   çын республикăри клиникăсенче,  65 çын килте  сипленет. 

Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Надежда Луговская пĕлтернĕ тăрăх, яланхи пекех 50-65 çулсенчи çынсем ытларах аптăраççĕ, 30-40 çулсенчисене те чир нушалантарать.  Юлашки вăхăтра медиксемпе рабочисем чирлеççĕ. Инфекци общество вырăнĕсенче ытларах ерет. Çакă çынсем лавккасенче, транспортра тата ытти çĕрте хăрушсăрлăх мерисене пăхăнманнипе çыхăннă.  Чирлекенсен шучĕ ÿснипе республикăра массăллă мероприятисене  ирттерме чарнă.

Хамăрăн тата çывăх çыннăмăрсен  сывлăхне  упрасчĕ. Чиртен асăрханасчĕ.

А.АНТОНОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика