15 апреля 2021 г.
Нумаях пулмасть «Асаново» ЯХПКра тракторсемпе прицепсен техника тĕрĕслевĕ иртрĕ. Хуçалăхсенчи техникăна хире кăлариччен кашни çулах çакăн пек тĕрĕслев витĕр кăлармалла.
Гостехнадзорăн районти инспекцийĕн патшалăх аслă инспекторĕ Сергей Кокарев тата район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕн çумĕ Радий Басников хуçалăхри тракторсене, вĕсен докуменчĕсене тĕрĕслерĕç, пушар сÿнтермелли хатĕрсем, аптечкăсем, авариллĕ чарăну паллисем, кусса каясран чаракан хатĕрсем пурри çине тимлĕх уйăрчĕç. Техосмотр ирттернĕ чухне тормоз тытăмĕн, техникăн çÿрекен пайĕн, руль управленийĕн юсавлăхне, кустăрмасемпе шинăсене, çутă приборĕсене тĕрĕслерĕç, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене мĕнле пăхăннине тĕпчерĕç. «Асаново» ЯХПК механизаторĕсем техника тĕрĕслевне тĕплĕн хатĕрленнĕ. Техника хатĕрĕсем пурте техосмотр витĕр ăнăçлăн тухрĕç.
Тĕрĕслеве пĕтĕмлетсе механизаторсемпе канашлу ирттерчĕç. Ун вăхăтĕнче ĕç сыхлавĕпе, хăрушсăрлăх техникипе, ĕçлекенсен сывлăхне сыхлассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç. «Асаново» ЯХПК ертÿçи Александр Бахтеров механизаторсене çурхи ака ĕçĕсен планĕпе паллаштарчĕ. Александр Николаевич опытлă специалист пулнă май чылай ĕçе механизацилеме тăрăшать. Акă, пĕлтĕр вăрлăх тиеме ЗШНС-15 агрегат туяннă. Хăш-пĕр тракторсем валли фронталлă погрузчиксем пур. Вĕсемпе усă курса минераллă удобренисене тиеççĕ тата пушатаççĕ. Хуçалăхри машинăпа трактор паркне çулсерен çĕнетсе тăраççĕ. Пĕлтĕр «Асаново» ЯХПК МТЗ-82, Т-150К тракторсем, çĕнĕ сеялка, культиватор, зернометатель туяннă. Кăçал та парк çĕнĕ агрегатсемпе пуянланма ĕлкĕрнĕ.
Техника шанчăклă пулсан, пĕр кăлтăксăр ĕçлесен, çураки чăрмавсăр иртессе шанма пулать. Асанкассисене ака ĕçĕсене планпа килĕшÿллĕн, вăхăтра пурнăçласа кĕркунне пÿлме тулли тыр-пул пуçтарса кĕртме сунатпăр.
Çуракине ирттерме «Асаново» ЯХПКра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен 380 центнер элита вăрлăхне хатĕрленĕ, çав шутра 60 центнер — тулă, 60 центнер — сĕлĕ, 200 центнер — урпа, 60 центнер — пăрçа. Çавăн пекех çурхи ака ĕçĕсем валли 80 тонна минераллă удобренисем, çителĕклĕ çунтармалли-сĕрмелли материалсем хатĕрленĕ. Ял хуçалăх культурисем пурĕ, план тăрăх, 1220 гектар йышăнĕç, çав шутра 733 гектар — пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, 487 гектар — выльăх апачлĕх культурăсем.
Н.КАЛАШНИКОВА
Источник: "Каçал Ен"