Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансене медальсемпе чысланă

11 февраля 2020 г.

Аслă Отечественнăй вăрçă кĕрлесе иртнĕренпе кăçал 75 çул çитет. Çавна май 2020 çула Раççей Президенчĕ Владимир Путин Асăнупа Мухтав çулталăкĕ тесе палăртнă. Çак паллă пулăма чысласа ятарлă юбилей медалĕ туса кăларнă. Ăна пирĕн республикăра 10 пине яхăн çын илĕ. Пирĕн районта та çак награда 273 çын патне çитĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсемпе инваличĕсем, тыл ĕçченĕсем медальсене тивĕçĕç.
Февралĕн 7-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов Асанкасси ял тăрăхне çитсе тыл ĕçченĕсене саламланă, çĕнтерĕве çывхартма кунне-çĕрне пĕлмесĕр тар тăкнă ветерансене юбилей медалĕсем парса савăнтарнă. Çак хаклă наградăна тивĕçекенсем: Ольга Антоновна Андреева, Галина Даниловна Волкова, Степанида Петровна Ефремова, Анфиса Александровна Карсунова, Ольга Никифоровна Козлова, Прасковья Максимовна Максимова, Мария Яковлевна Митрофанова, Геннадий Павлович Павлов, Нина Михайловна Селлина, Ксения Андреевна Филиппова, Надежда Ивановна Ярышева, Мария Андреевна Соловьева.
«Сирĕн ачалăхăр, çамрăклăхăр йывăр вăхăта лекнĕ. Апла пулин те, эсир хăвăра шеллемесĕр иртен пуçласа сĕм çĕрлеччен тĕрлĕ ĕçре тар тăкнă, йывăрлăхсенчен хăрамасăр малтан мала талпăннă. Чыс та мухтав вăрçă хирĕнче çеç мар, тылра та çĕнтерĕве çывхартас тесе тăрăшнă хастар ентешĕмĕрсене», — палăртнă Александр Николаевич ветерансене саламланă май.
Çавăн пекех Асанкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Карпов тата «Асаново» ЯХПК председателĕ Александр Бахтеров салам сăмахĕсем çумне хутшăннă, ял тăрăхĕнче пурăнакан тыл ĕçченĕсене парнесем парса чысланă.
Çакăн пек тимлĕх уйăрни ветерансен чун-чĕрине чăннипех те тыткăнланă, чылайăшĕ хаклă хăнасене куççульленсех тав тунă. Йывăр вăхăтра пурăнса пулас ăрусене мирлĕ тÿпе парнелеме ăнтăлнă ватăсене Асăнупа Мухтав çулталăкĕнче çеç мар, ытти чухне те тимлесех тăрасчĕ, вĕсен сывлăхĕпе кăсăкланни, ырă сăмахпа хавхалантарни, вăл е ку ĕçпе пулăшни те мĕн тери паха.
Н.КАЛАШНИКОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика