Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кадастр хакĕ çинчен

31 июля 2018 г.

Кадастр хакĕпе çыхăннă ыйтусем чылай çынна интереслентереççĕ. Çулсерен мĕн чухлĕ налук, аренда укçи тÿлемелли унран килет-çке-ха. Çавăнпа та час-часах паракан ыйтусене Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕн куçман пурлăхăн кадастр хаклав уйрăмĕн начальникне Светлана Андреевăна уçăмлатма ыйтрăмăр.
— Куçман пурлăх объекчĕн кадастр хакне епле пĕлмелле-ха?
— Хальхи вăхăтра куçман пурлăх объекчĕн кадастр хакне темиçе майпа пĕлме пулать. Росреестрăн официаллă порталĕнче /www.rosreestr.ru/ «Публичная кадастровая карта» ятлă сервис ĕçлет. Ун урлă интереслентерекен объекта тупса куçман пурлăхăн Пĕрлехи патшалăх реестрĕнче /ЕГРН/ ун çинчен мĕн çырнине пĕлме пулать. Çавăн пекех куçман пурлăх объекчĕн кадастр хакĕ çинчен калакан выпискăна илме пулать. Ăна тÿлевсĕрех параççĕ. Çакна тума нумай функциллĕ центра пымалла е Росреестрăн порталĕпе усă курмалла /«Электрон пулăшусем тата сервиссем» пай/.
— Объектăн маларах палăртнă кадастр хакĕ улшăнма пултарать-и?
— Кадастр хакĕ яланах пĕр пек тăмасть. Республикăри влаç органĕсем йышăннипе 3—5 çултан кадастр хаклавне çĕнĕрен ирттереççĕ. Объектăн лаптăкĕ, категорийĕ, усă курмалли тĕсĕ улшăнсан та кадастр хакĕ улшăнать. Çавăнпа та харпăрлăхри пурлăхăн кадастр хакне сăнасах тăни аван.
— Енчен те çĕр лаптăкĕн кадастр хакĕ пасар хакĕнчен пысăкрах пулсан ăна çĕнĕрен пăхса тухма пулать-и;
— Кадастр хакĕ ытла пысăк пек ту-йăнсан çакăн пек ĕçсене пăхса тухакан ятарлă комиссине заявлени çырма пулать. Заявленипе пĕрле ЕГРНран илнĕ кадастр хакĕ çинчен калакан выписка, харпăрлăх правине çирĕплетекен документăн нотариус патĕнче çирĕплетнĕ копийĕ, объектăн кадастр хакне палăртнă вăхăтри пасар хакне çирĕплетнин отчечĕ пулмалла.
— Хам пурăнакан çуртăн кадастр хакне çĕнĕрен пăхса тухма пулать-и?
— Кадастр хакне ЕГРНа кĕртнĕ хыççăн пилĕк çул тăршшĕнче ăна çĕнĕрен пăхса тухма пулать. Енчен те пилĕк çул иртнĕ пулсан кун пек тума май çук. Палăртмалла: республикăра капиталлă строительство объекчĕсен хаклавĕ пырать. Кăçалхи çул вĕçĕнче ЕГРНа çĕнĕ кадастр хакĕсене кĕртĕç. Çавăнпа та халĕ кадастр хакне çĕнĕрен палăртса çÿрени кирлех те мар пулĕ.
— Комиссине çĕр участокне муниципалитетран туянма хатĕрленĕ пасар отчетне тăратма юрать-и?
— Кун пек отчет мая килмест, мĕншĕн тесен пасар хакне кадастр хаклавне ирттернĕ кун валли палăртмалла. Кадастр хаклавне хăçан ирттернине ЕГРНри выпискăран пĕлме пулать. Ăна нумай функциллĕ центртан тÿлевсĕрех илме пулать.
Н.КАЛАШНИКОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика