29 июня 2018 г.
Кашни кăларăмра тенĕ пек вулакансене хаçат-журнал çырăнмаллине аса илтеретпĕр. Пĕр çур çула ирттерсе яратпăр кăна теприншĕн пăшăрханма пуçлатпăр, информаципе технологи ĕмĕрĕнче — Интернет тыткăнĕнче — пурăнатпăр-çке. Компьютера ярса пĕр сăмах çеç пичетле — вун-вун хыпар сиксе тухать. Çамрăксем çапла тăваççĕ те — хăйсене мĕн кирлине пĕтĕмпех тĕнче тетелĕнчен пĕлеççĕ. Аслă ăру çыннисемшĕн вара пичет кăларăмех хаклă. Кирек хăш вăхăтра алла илме, кирлĕ пулсан кăранташпа йĕрлеме май пуррипе паха вăл. Пенси укçине те почтальон аллинченех илесшĕн ватăсем. Мĕнпур хыпар-хăнара пĕлекен çынпа виç сăмах хушниех мĕне тăрать.
Асанкасси почта уйрăмĕнче тăрăшакан Галина Хамбикова почтальон кунсерен 20 çухрăм ытла утать. Ялти тăватă урама вăл хаçат-журналпа тивĕçтерет.
Унсăр пуçне кашни уйăхрах 20—25 пин тенкĕлĕх тавар тата хаçат-журнал сутать. «Район хаçатне юратаççĕ, иккĕмĕш çур çул валли çырăнтарма тахçанах пуçăннă, ку ĕçе вĕçлерĕмĕр те. Ялта пурăнакансене ытларах пенси валеçмессерен пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн çырăнтартăмăр. Хăшĕсем хăйсемех аса илтерчĕç. Ача-пăча журналĕсене ыйтакансем пурри те савăнтарать. «Каçал ене» хальчченхинчен кая мар çырăнтарма тăрăшрăмăр. Ытларах пулни савăнтарать çеç», — паллаштарать кулленхи ĕçпе Галина Хамбикова.
Почтальон сумкине çакнăранпа нумаях пулмасть пулин те, Галина Ивановна хаçат тусĕсемпе пĕр чĕлхе тупма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Кашнин кăмăлне туллин тивĕçтерес тесе ĕçлет вăл. Хастар почтальонка пенсионерсене тав тăвать. Вĕсем çырăннипех плана тултарса пырать вăл.
Почтальонсем маттур пулнине почта уйрăмĕн начальникĕ Эльза Таркина та палăртать. Икĕ почтальон ял çыннисене хаçат-журналпа та, çырусемпе те, посылкăсемпе те вăхăтра тивĕçтерет. Почтальонсем кашни уйăхра икĕ хут çынсем патне киле кĕреççĕ: пенси пама тата социаллă тÿлевпе тивĕçтерме. Кашнинчех çынсене мĕн кирлипе интересленеççĕ. Кама япала çумалли порошок, кама — печени, кама ытти тавар кирлĕ — пĕтĕмпех пĕлсе тăраççĕ. Тепре кайнă чухне вара килех çитерсе хăвараççĕ.
— Ĕçленине кура тÿлеççĕ. Миçе хаçат, миçе квитанци, миçе открытка… çитерсе панă. Хаçат-журнал, тавар сутни — пурне те шута илеççĕ. Пурпĕрех почтальон укçи ăмсанмаллиех мар ĕнтĕ. Çакăнта чунтан парăннисем кăна ĕçлеççĕ, — пĕтĕмлетрĕ Эльза Олеговна.
А.ЕФРЕМОВА
Источник: "Каçал Ен"