Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çанталăка пăхмасăр - хăнăхнă сукмакпа

18 мая 2018 г.

Çĕр çинче нумай тĕрлĕ професси, нихăшне те хурлаймăн, суйлама кăна пĕлмелле. Çавна палăртрĕ те Асанкасси çыхăну уйрăмĕн почтальонĕ Светлана Волкова.

Ирех çула тухасси уншăн йăлана кĕнĕ. Ĕçе кулленех вăхăтра çитме васкать. Хăйне кирлĕ хаçат-журнала, нумай тĕрлĕ пособи, çырусене суйласа илсе адресат патне çийĕнчех çитермелле-çке унăн. Сумки вара самаях сулăмлă Светлана Васильевнăн. Çыхăну уйрăмĕнчен 100 ытла экземплярпа çула тухать вăл, çав шутран районти "Каçал ен" хаçат кăна 60 экземпляр. Ыррине палăртма та кăмăллă. Эльза Таркина ертỹçĕ Светлана Волкова лайăх ĕçлени, коллективра малта пыни çинчен каларĕ.

- Асанкассинче пурăнакансем хаçат-журналпа çывăх. Хам та нумай хаçат-журнал çырăнатăп, - хыпарларĕ Светлана Васильевна почтальон.

 Ял çыннисем ытларах район хаçатне "Каçал ене" кăмăллаççĕ, сĕнỹ-канашсен кăларăмĕсене килĕштереççĕ, калава чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, - пĕлтерчĕ тăрăшуллă почтальон.

Вăл почтальонра икĕ çул çеç ĕçлет пулин те, плана яланах тултарса пырать. Хаçат тусĕсем те унăн сахал мар. Акă, Натальйăпа Валерий Козловсем хаçат-журнал çырăнас тата тĕрлĕ тỹлевсене вăхăтра тỹлес тесе почта уйрăмнех çитнĕ.

Козловсем 4-5 экземпляртан кая мар илсе тăраççĕ. Вĕсем хăйсене валли те, ачисене вулама та хаçат-журнал çырăнаççĕ.

- "Каçал ен" çав тери кăмăла каять. Пĕр сăмахне те вуламасăр сиктерместĕп. Ăçта мĕн пулнă, кам çуралнă, кам вилнĕ - пĕтĕмпех вулатăп. Хаçатра пичетленекен кашни материал интереслĕ. Çырăнтару тапхăрне чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Хаçата вуламасассăн апат çимен пекех туйăнать. Ăна Светлана Васильевна почтальон килсе парасса чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Çуллахи тапхăрта вулама вăхăт çителĕксĕр пулин те, каçхине алла тытатăпах. 2018 çулхи иккĕмĕш çур çула валли те "Каçал ене" çырăнтăмăр. Çырăнтару декади вăхăтĕнче самаях йỹнĕ, укçа-тенкĕ перекетлерĕмĕр. Ыттисене те çаплах тума сĕнетĕп. "Каçал ен" хаçат кашни килте пултăр! - терĕ Валерий Александрович.

- Маттур хаçат тусĕсем Асанкасси тăрăхĕнче сахал мар. Галинăпа Иван Портновсем, Ольга Козлова, Лидия Карпова, Аленăпа Юрий Михайловсем, Зоя Калюкова, Еленăпа Геннадий Маргидановсем, Альбинăпа Юрий Копташкинсем, Надеждăпа Александр Бахтеровсем - чи нумай хаçат-журнал вулакансем, - пĕлтерчĕ Светлана Васильевна.

Почтальон хăйне кашни килте кĕтнине асра тытса кирек мĕнле çанталăкра та хăнăхнă сукмака такăрлатать.

А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика