Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăнасене сиплĕ шывпа савăнтарать

02 февраля 2018 г.

Асанкасси ялĕ питĕ илемлĕ вырăнта ларать. Юнашарах симĕс вăрман, кунтах çутă кỹлĕ... Ял варринче вара çăлкуç вырнаçнă. Унăн шăнкăрти сассийĕ кăмăла çĕклет, чун-чĕресене канăçлăх кỹрет. "Çак вырăнтан пирĕн ял пуçланса кайнă", - тет ун пирки ял халăхĕ. Сăмах май каласан, 2004 çулта çăла уйрăммăн упракан çут-çанталăк объекчĕ тесе йышăннă.

Историе аса илес пулсан, Пĕрремĕш Петĕр патша вăхăтĕнче пирĕн тăрăхри вăрмансенче карапсем тума йывăç касма тытăнни паллă. Хатĕр материалсене Канаш хули урлă палăртнă вырăнсене илсе çитернĕ. Ун чухне, паллах, хальхи пек хăватлă автотранспорт пулман, çавна май лашасемпе усă курнă. Ырнă выльăхсене кантарма, шыв ĕçтерме тесе ялсенче ятарлă вырăнсем - çăлкуçсем - туса хунă. Шыв тултаракан йывăç таканасем çулсем иртнĕçем улшăнса, çĕнелсе пынă пулин те, хăйсен хисепне нихăçан та çухатман. Çак сооруженисем паянхи кунччен те упранаççĕ. Вĕсемпе ял халăхĕ выльăх шăварма, ял хуçалăх предприятийĕпе ял тăрăхĕ вара пушартан сыхланас тĕллевпе туллин усă кураççĕ.

Шыва кĕмелли вырăна тирпей-илем кĕртме, çĕнетсе яма ял халăхĕ сĕннипе пуçăннă, пуçаруçи вара Сергей Кондратьев пулнă. "Хамăр çуралса ỹснĕ тăрăхран çывăххи çĕр çинче тата мĕн пур-ши? Кунти кашни сукмакпа тăкăрлăка эпир такăрлатнă, атте-анне, çывăх çынсем... Тăван тăрăхра сывлăш та уçăрах, вăл - сиплĕ. Анчах та пирĕн ăна упрамалли, хисеплемелли пирки те манмалла мар", - тет патриот кăмăллă Сергей Валентинович.

- Пирĕн ялта хастар та ĕçчен çынсем пурăнаççĕ. Сергей Кондратьев çăлкуç пирки сăмах пуçарчĕ, ăна тирпей-илем кĕртни сăваплă ĕç терĕ. Ял халăхĕ ячĕпе тухнă сĕнỹ кашниншĕн ырă вăрлăх вырăннех пулчĕ. Шухăша пурнăçа кĕртме вара "Инициативное бюджетирование граждан" патшалăх программи пулăшрĕ. Халăхран пухнă, ял тăрăхĕн бюджетĕнчен тата спонсорсем куçарнă нухрат çумне патшалăх 60 процент хушса пачĕ. "Асаново" ЯХПК ертỹçине Александр Бахтерова, Сергей Кондратьев пуçаруçăна, кунта кунне-çĕрне пăхмасăр тар тăкнă ĕçченсене - Александрпа Сергей Николаевсене, Михаил Чижикова, Дмитрий Иванова, Евгений Михайлова, Геннадий Алексеева, ял-йыша - пурне те пархатарлă ĕçрен пăрăнманшăн чĕререн ăшшăн тав тăватăп, - терĕ Асанкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Карпов. -

Кăшарни кунĕ умĕн хута кайнă шыва кĕмелли вырăнпа тĕпрен çĕнелнĕ çăлкуç-часовня ял халăхĕшĕн кĕтнĕ чаплă парне вырăнĕнчех пулчĕ. Ăна уçнă çĕре çынсем йышлăн пухăнчĕç. Кăшарни каçĕ вĕсем унта шыва кĕрсе савăнчĕç, хаклă парнешĕн Турра тав турĕç, - терĕ сăмаха вĕçлесе Николай Николаевич.

Часовня-çăлкуç, истори палăкĕ ĕнтĕ, тинех ял-йыша, канма килнĕ хăнасене илемлĕхĕпе тата таса та сиплĕ шывĕпе савăнтарĕ. Кунта пурăнакансем вара çăла упрасса, тирпейлесех тăрасса шанас килет.

А.ИСАЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика