Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентеше орденпа чысланă

26 января 2018 г.

Пирĕн хастар та маттур ентеше, Красноярск регионĕнчи "Чăваш наципе культура автономийĕ" обществăлла организацин президентне Геннадий Иванович Храмова Раççей Федерацийĕн Туслăх орденĕпе наградăланă. Кун пирки калакан Указа РФ Президенчĕ Владимир Путин январĕн 24-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ.

Геннадий Иванович Асанкасси ялĕнче çуралса ỹснĕ. Шупашкарти планпа экономика техникумĕнче вĕреннĕ, апат-çимĕç промышленноçĕн институтĕнчен куçăмсăр майпа вĕренсе тухнă. 1976-2008 çулсенче Красноярскри статистика комитечĕн ертỹçинче ĕçленĕ. 2002 çултанпа - Чăваш наципе культура автономийĕн президенчĕ. Вăл - Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Хисеплĕ ентеше çитĕнỹпе саламлатпăр. Çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, ăнăçу сунатпăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика