21 ноября 2017 г.
Чỹк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Асанкасси культура çуртĕнче ял хуçалăх ĕçченĕсене халалланă пысăк концерт иртрĕ. Концерта Надежда Козлова ертсе пычĕ.
Курма çитнĕ хăнасем умĕнче чăн малтанах "Асаново" ял хуçалăх производство кооперативĕн ертỹçи Александр Бахтеров сăмах илчĕ. Вăл ял халăхне хуçалăхри ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ, ĕçченсене уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ, вĕсене малашне те хальхи пекех малтисен йышĕнче пулма сунчĕ.
"Çăлкуç" халăх вокал ансамблĕ сцена çине тухни уява сăн кĕртрĕ. Куракансем çак каç хитре юрăсем итлесе киленчĕç, кăсăк сценкăсем курса ахăлтатса кулчĕç. Çамрăк "артистсем" те ял халăхне хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Тĕслĕхрен, Вика Хамбикова сцена çине пуçласа тухрĕ, апла пулин те хĕрача çухалса каймарĕ. Вăл хăйĕн хитре те çепĕç сассипе залра ларакансен чĕрисене тыткăнларĕ. Мария Васильевна Павловăпа Нина Моисеевна Чапрасова юрланă юрăсем вара куракансен чунĕсене пырса тивсе кашнине куççульлентерчĕç.
Уяв каçĕ пирки калас пулсан, вăл çỹллĕ шайра иртрĕ, концерт пурне те питĕ килĕшрĕ.
Умра - Анне кунĕ. Çавна май эпир ял халăхĕпе çывăх вăхăтра тĕл пулăпăр тесе шансах тăратпăр.
Е.ВАСИЛЬЕВА
Источник: "Каçал Ен"